Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ эмелпе ашкăнмалла мар

Хальхи вăхăтра Интернетпа усă курса тăхăнатпăр çеç мар, сывалма та тăрăшса пăхатпăр. Çĕнĕ саманара эмеле электрон мелĕпе çырăнса илме пуçларăмăр. Хаçат-журналта пичетленсе тухакан статьясенчен çав эмел таврашне çырăнса илмелли пирки сахал мар пĕлетпĕр. Анчах та кун йышши эмелсем этем пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратаççĕ тенине те илтнĕччĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши; Асăннă ыйту çине район больницин тĕп врачĕн çумне Татьяна Федоровăна хуравлама ыйтрăмăр.

- Пĕр таблетка ĕçсех сывлăха çирĕплетесси - нумай çыннăн ĕмĕчĕ. Чылайăшĕ тăтăшах чи ансат та çăмăл меслет патне туртăнать - аптекăна кайса препаратсем туянать. Тухтăрпа канашласа илес вырăнне çыннăн часрах эмел ĕçес кăмăл çуралать. Çавна май нумайăшĕ хăйне хăй диагноз лартса, Интернетпа усă курса сывалмашкăн эмел суйлать.

Раççейре Интернет урлă эмел сутни çинчен хĕрÿ калаçу пырать. Йĕрке тăрăх ирĕк çук: çакнашкал тавара онлайн мелĕ-пе сутмаççĕ, мĕншĕн тесен ăна сутассине çирĕп тĕрĕслеççĕ. Эмеле дистанци мелĕпе сутасси анлă сарăлнă. Анчах та унашкал организацисене никам та йĕркелесе пымасть-ха, препаратсен пахалăхне те, вĕсене тĕрĕс упрассине тата ытти йĕркене пăхăннине никам та тĕрĕслемест. Çавăнпа та вĕсене онлайн мелĕпе «салатни» пациентсемшĕн, фармацевтсемшĕн тата сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ-семшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çакă эмелсене тĕрĕслемесĕрех туяннипе тата препаратсене ĕçнипе, антибиотиксем ытлашшипе усă курнипе çыхăннă. Вĕсем организм инфекцисене хирĕç кĕрешессине чакараççĕ, микроорганизмсен çирĕп штампне пуçарма пултараççĕ, ыратнине чакаракан наркотикла тата ăс-тăна минретекен препаратсене тивĕçлĕн тĕрĕслеменни те çын сывлăхĕшĕн пысăк сиен кÿрет.

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, сывлăхпа çыхăннă кирек епле йывăрлăх сиксе тухсан та, вăл медицина сайчĕсене кĕмелле маррине, тухтăр патне каймаллине пĕлтерет. Диагноз лартнă чухне Интернет-ресурссемпе усă ан курăр. Асра тытăр: специалист патне вăхăтра çитменни, чире вăраха яма тата унран сывалассине вăрăмлатма, йывăрлатма пултарать. Е çын пачах та чиртен сывалайманни те пулать. Çавăнпа та эмелсене аптекăра туянмалла тата унччен тухтăртан сĕнÿ илмелле.

Эмел препарачĕсене Интернет-магазин урлă саккас туни çын умне пĕчĕк пахалăхлă тавар туянас хăрушлăх та кăларса тăратать. Сăмахран, сертификат енĕпе çирĕплетмен тавар лекме пултарать. Тата медикаментсене упрани, турттарнă чухне, уйрăмах пĕр пек температура кирлĕ препаратсене илсе çитернĕ чухне çакна пăхăнманни этем сывлăхĕпе пурнăçĕ умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Унсăр пуçне рецепт тăрăх тата рецептсăр эмел препарачĕсене тĕрĕслемесĕр пĕр çыннах виçесĕр шутпа сутни те саккуна пăсни шутланать. Интернет-магазин урлă шыçă чирĕпе аптракан пациентсене валли туса кăларнă, Раççейри эмелсен патшалăх реестрне кĕртмен медикаментсене сутма юрамасть. Çавăн пекех суя аптекăсенчен те эмел туянма сĕнмеççĕ.

Татьяна ФЕДОРОВА,

районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 июня 2018
11:06
Поделиться