Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кашни кун усăллă иртрĕ

Çуллахи каникул - ачасемшĕн чи кĕтнĕ вăхăт, вĕренÿрен канмалли чи лайăх самант. Çак тапхăрта шкул çумĕнчи сиплев лагерĕ ашшĕ-амăшĕшĕн тĕпренчĕкĕсен канăвне йĕркелемелли чи лайăх май темелле. Ку чухне ача-пăча çемьерен аякра пулманни, унăн канăвне интереслĕ те усăллă ирттерес ĕçре педагогсем те хăйсен тÿпине хывни, тутă çÿрени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кăçал Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тулли мар вăтам шкулта июнĕн 1 - 21-мĕшĕсенче «Хĕвел» лагерь ĕçлерĕ. Пĕтĕмпе унта 1-6-мĕш классенче пĕлÿ илекен 22 ачана явăçтарма май килчĕ. Лагерь ĕçне Татьяна Владимировна Пантелеймонова йĕркелесе пычĕ. Ун çине сиплев лагерĕнче канакан вĕренекенсен пĕтĕмĕшле воспитани ĕçне йĕркелессипе пĕрлех, вăхăтра тата пахалăхлă ирхи, кăнтăрлахи апатпа тивĕçтерессине те, техника хăрушсăрлăхне пăхăнассине те çирĕплетнĕ.

Лагерь паян хăйĕн ĕçне вĕçлет темелле. Эппин, хамăрăн иртнĕ тапхăрти ĕçе пĕтĕмлетме те юрать.

Çак тапхăрта лагерьте чăннипех те савăнăçлă лару-тăру хуçаланчĕ. Кашни кунах вĕренекенсемшĕн интереслĕ те кăсăклă иртрĕ. Сиплев лагерĕ çумне çирĕплетнĕ кашни вĕрентекенех тулли кăмăлпа ĕçлерĕ. Çакна ачасем пĕр кун сиктермесĕрех çÿрени те çирĕплетет.

Педагог-вожатăйсем кунсеренех шкул ачисемпе ирхи зарядка турĕç, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшакан мероприятисем ирттерчĕç.

Смена тăршшĕпех тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсем вăйăсене, викторина-конкурса хутшăнчĕç. Вăхăтăн ытларах пайне тулта, уçă сывлăшра ирттерчĕç. Лагерь ĕçлеме пуçланă вăхăтрах çанталăк сивĕрех тăни те ачасен кăмăлне хуçаймарĕ. Физкультура вĕрентекенĕ Алексей Григорьевич Сорокин «Тумлам» тата «Асамат кĕперĕ» ушкăнсене çÿрекен ачасемпе тăтăшах спорт вăййисем ирттерчĕ.

Кашни кунах мероприятисенчен пуян пулчĕ. Полина Степанова вожатăй биологи вĕрентекенĕ пулнăран ачасене çут çанталăкпа туслаштарас енĕпе сахал мар ĕç туса ирттерчĕ. Экологи кунĕсенче тăван тавралăх паян мĕнле хăрушлăхра пулнине, çак илеме упраса хăварас тесен мĕн тумаллине сÿтсе яврĕç. Хамăр тăрăхри сиплĕ курăксемпе паллашрĕç, вĕсенчи усăллă япаласене упраса хăварас тĕлĕшпе тĕрĕс пуçтарма хăнăхрĕç.

Лагерьте ачасен пултарулăхне аталантарма пĕтĕм услови тунă. Алиса Львова, Светлана Капитонова, Ольга Владимирова вожатăйсем ку тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти хатĕрленĕ. Ачасем ÿкерчĕксем тăвассипе палăрчĕç, шашка-шахмат вăййинче вăй виçрĕç. Çавăн пекех юрă-ташă енĕпе тупăшрĕç. Лагере çÿрекен ачасем хăйсем тĕллĕнех çуллахи каникул пуçланнă, Раççей кунĕ ячĕпе концертсем лартрĕç. Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ йĕркелесе ирттернĕ спартакиадăна хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсен шутнех лекеймерĕç пулин те хастарлăхпа палăрчĕç. Çавăн пекех Шупашкарти çамрăксен театрĕн артисчĕсем лартнă спектакле кайса курма май килчĕ. Пенза хулинчен килнĕ театр та пĕчĕккисен кăмăлне çĕклерĕ.

Сăмахăма вĕçленĕ май çакна та палăртса хăвармалла. Алина Александрова поварăн тата шкулта хуçалăх енĕпе ĕçе йĕркелесе пыракан Иван Александров та лагерь ĕçĕнче тÿпи пысăк пулчĕ. Вĕсем вĕренекенсене тутлă та техĕмлĕ апат çитерессишĕн сахал мар тимлерĕç. Çавăнпах ĕнтĕ ачасен ку енĕпе кашни кунах кăмăллă пулчĕç.

Паян кăçалхи сиплев лагерĕн юлашки кунĕ. Апла пулин те вĕренÿ учрежденийĕ пушанса юлмасть. Халĕ 8-мĕш классем практикăна çÿреççĕ, шкул пахчинчи йăрансене пăхса тăраççĕ. Вĕсем хыççăн çак тивĕç кĕçĕнреххисем çине куçать. Эппин, шкул пушă лармасть.

Алина АНДРЕЕВА, лагерь начальникĕн çумĕ.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 июня 2018
11:06
Поделиться