Управление образования администрации города ЧебоксарыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт»»»

 

 

 


 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ тÿремре - вальс, полька тата полонез

21 июня 2018 г.

Паян Шупашкарта Хĕрлĕ тÿремре шкул çулне çитменнисен ăсату балĕ иртрĕ. Юмахри пек илемлĕ хĕр пĕрчисемпе маттур арçын ачасене çанталăк та савăнтарас терĕ пуль — мероприяти вăхăтĕнче пĕлĕтсем хĕвеле хупламарĕç. Çакă ачасене уяв сĕмне туйма май пачĕ. Кунта хулари ача сачĕсене çӳрекенсенчен чи маттуррисене пуçтарнă-çке.

Шупашкарти ача сачĕсем çулсеренех Раççейре чи лайăххисен шутĕнче. Кăçал вĕсенчен 11-ĕшĕ çĕршыври шкул çулне çитменнисен чи лайăх 500 учреждени шутне кĕнĕ.

Юлашки 5 çулта Шупашкарта 20 ача сачĕ хута янă, кăçал тата 10 тăвасшăн. Паянхи кун хулара 36 пин ытла ача садике çӳрет. Кăçал шкул çулне çитменнисен ăсату балне пин ытла ача хутшăнчĕ. Вĕсем вальс, полька тата полонез ташларĕç. Мероприяти вĕçĕнче тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсене тӳпене вĕçтерни пурне те хаваслăх кӳчĕ. 

Аса илтерер, пĕлтĕр çак бал çулталăкри чи лайăх 200 мероприяти шутне кĕнĕ. Кăçал вăл — Раççей пулăмĕсен наци календарĕнче.

Лиза КАЛТЫНОВА /114-мĕш ача сачĕ/:

— Паянхи бал мана питĕ килĕшрĕ. Кунта килме манăн çӳçе парикмахерта ĕçлекен инке питĕ хитре пуçтарчĕ. Аннепе кашни кунах ташă хăнăхăвĕсене аса илеттĕмĕр. Эпĕ тата «Феерия» ташă ушкăнне те çӳретĕп, çавăнпа маншăн йывăр пулмарĕ. П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнчи мероприятисене хутшăнатăп, конкурссенче мала тухатăп. Шкулта мана мĕн кĕтнине пĕлместĕп, унччен аквапарка кайса курасшăн.

Егор ТИМОШЕНКО /106-мĕш ача сачĕ/:

— Ача садне çӳренине аса илсен манăн куç умне теттесем тухаççĕ. Ку кăна мар. Эпĕ каратэ секцине çӳретĕп, кĕрешме вĕренетĕп. Ӳссен полици ĕçченĕ пулăп та çĕршыва сыхлăп. Шкула кайсан нумай урок тумалла тенине илтнĕ, тăрăшмалла ĕнтĕ. Ачасене ялан хаваслă, ырă, телейлĕ пулма сунатăп.

Даша ДОВНАРОВИЧ /61-мĕш ача сачĕ/:

— Паянхи уяв мана нумай ача пуçтарăннипе тата илемлĕ ташăсемпе килĕшрĕ. Эпĕ ташлама питĕ юрататăп. Хăш-пĕр ачапа паллашрăм. Шкула каясси питĕ шухăшлаттарать. Унта вĕрентекен çирĕп ыйтать теççĕ. Тата палламан ачасем пулĕç. Шкула кайма ирех тăмалла. Воспитательсемшĕн тунсăхлăп, вĕсене тав туса чечек парнелес килет.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Экономика, социология, менеджмент Федеральный образовательный портал: Российское образование ЕГЭ: Портал информационной поддержки Единого Государственного Экзамена Естественно-научный образовательный портал  
Информационно-коммуникационные технологии в образовании Российский общеобразовательный портал Российский портал открытого образования  Информационный портал: Юридическая Россия  

 

 

 

 

Система управления контентом
428000, г. Чебоксары, Московский проспект д.8,
Телефон: 58-15-49
Факс: 58-14-94
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика