Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур-çке Чутай Ен!

21 июня 2018 г.

Июнĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ Акатуйра йăлана кĕнĕ тăрăх ял тăрăхĕсен "кил картишĕсене" хакларĕç тата "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать" смотр-отчет çĕнтерỹçисене палăртрĕç.

Ĕçпе юрă уявĕнче пурне те пĕр çĕре пуçтараканнисем, илĕртекеннисем культура тата библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ концерт программи, ял тăрăхĕсенчи фольклор ушкăнĕсен пултарулăхĕ тата вĕсем йĕркеленĕ "кил картишĕсем" пулчĕç. Акатуя килсе çитнĕ хăнасене район администрацийĕ умĕнче "Пилеш" ача садне çỹрекенсем хăсен вăййи-юррисемпе кĕтсе илчĕç.

Кăçал уява Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкне тата республикăри И.Я.Яковлев çулталăкне халалларĕç. Çавăнпах пулĕ Акатуйра Хĕрлĕ Чутай шкулĕн волонтерĕ-сем те пурччĕ. Тралькасси ял тăрăхĕн "кил картишĕнче" вара ĕлĕкхи чăваш шкулĕнче букварь тăрăх вĕрентнине курма пулчĕ. Ачкасси ял тăрăхĕн "кил картишĕ" те ыттисенчен уйрăлса тăчĕ - ăна Раççейре иртекен Футболăн тĕнче чемпионатне халалланăччĕ.

Ял тăрăхĕсен "кил картишĕсем" кăна мар, "Çын тата çутçанталăк" музейăн тата "Хĕвел" ача сачĕн картишĕсем пулни те савăнтарчĕ. Музейра тăрăшакансен картишĕ "Чутай сăри" ятлăччĕ, кунта кăпăклă сăра мĕнле тунине пĕлме-курма пулчĕ. Ача садĕнче тăрăшакан пикесем çулçăсемпе чечексенчен хатĕрленĕ пуç кăшăлĕсем тăхăннăран хăйсем те яштака хурăнсем пекех курăнчĕç. Ытти ял тăрăхĕсем хăйсен "кил картишĕсенче" чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне, ĕç-хĕлне, йăли-йĕркине сăнласа пачĕç. Чăваш апачĕ те, пыл-сăри те туллиехчĕ. "Чăннипех те маттур-çке пирĕн Чутай Ен, кунта пурăнакансем", - теес килчĕ çаксене пурне те курса савăннă хыççăн.

"Кил картишĕсен" конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕпе вара пĕрремĕш вырăна пантьăксем тухрĕç, иккĕмĕшне - ачкассисем, виççĕмĕшне - тралькассисем.

Халăх пултарулăх коллективĕсен смотр-отчетĕнче Штанашри Культура çурчĕ çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ тухрĕ, виççĕмĕшне - Тралькассинчи тата Серенкассинчи Культура çурчĕсем.

Уйрăм номинацисенче çак коллективсем палăрчĕç:

- Тăван çĕршыв çинчен чи аван юрлаканни - Атнарти Культура çурчĕн коллективĕ;

- Иван Яковлев произведенине чи лайăх кăтартса параканни - Мăн Этмен шкулĕ çумĕнчи ачасен фольклор ушкăнĕ;

- Василий Лебедев-Кумач е Николай Добронравов сăввисем тăрăх калăпланă произведенисене чи лайăх юрлаканни - Хĕрлĕ Чутай шкулĕн учительсен хорĕ;

- Тимофей Фандеев композитор произведенине пуринчен те лайăхрах Туктамăшри Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çỹрекен Надежда Окайкина юрланă;

- Аверий Токарев композитор юррисене лайăх юрлаканни Питĕркассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн тата учительсен хорĕ пулнă;

- сценăна пуринчен те хитререх Тралькассинчи Культура çурчĕ илемлетнĕ;

- ал ĕç ăстисен чи лайăх куравĕ Мăн Этменти Культура çуртĕнче пулнă;

- "Чи лайăх фольклор е вокал ансамблĕ" номинацире Ачасен искусство шкулĕнчи преподавательсен вокал ансамблĕ палăрнă;

- "Чи лайăх хор коллективĕ" номинацире серенкассисем палăрнă;

- "Чи лайăх ташă коллективĕ" ята Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ çумĕн-чи "Ярапа" ташă ушкăнĕ çĕнсе илнĕ;

- "Чи лайăх инструмент ансамблĕ" номинацире Кив Атикассинчи Культура çурчĕ палăрнă;

- "Чи лайăх çемье ансамблĕ" - Ларисăпа Валерия Грушенковасен çемье дуэчĕ;

- "Чи лайăх солист" - Мишеркассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çỹрекен Анна Артюшкина;

- "Чи лайăх юмореска" номинацире Тралькассинчи Культура çурчĕ палăрнă.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика