АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар çемьесенчен пĕри

19 июня 2018 г.

Хастар çемьесенчен пĕри

Иртнĕ канмалли кунсенче Комсомольски районĕнчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнине çĕнсе илессишĕн республикăри фестиваль иртнĕ. Кăçал кунта сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан тата спорта юратакан 25 çемье хутшăннă.  

Çемьесем çăмăл атлетика тата хутăш эстафетăсенче, дартс вăййинче, инçĕшне ишессипе ăмăртнă. Фестиваль кăтартăвĕсемпе виçĕ çурма ушкăнсенче – 9 çулчченхи ачасемпе, 10-12 çулсенчи арçын ачапа тата хĕрачапа уйрăммăн чи вăйлă спорт çемйисене палăртнă.

9 çулчченхи ачаллă ушкăна Элĕк салинчи Вонифатьевсен çемйи хутшăннă. Аринăпа Эрик хăйсен тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен спорта юратма хăнăхтараççĕ. Спорт çемйин чысне хÿтĕлеме аслă ывăлне Марка май килнĕ. Районти ăмăртусене хутшăнассипе унăн опычĕ пĕчĕкех мар. Республика шайĕнчи тупăшура вара вăл пĕрремĕш хут. Марк 4 çулта кăна-ха. Апла пулин те арçын ача спортăн пур тĕсĕсенче те ырăпа палăрнă.

Вонифатьевсен çемйи çăмăл атлетика эстафетинче кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Пĕтĕмĕшле команда зачетĕнче, спортăн тăватă енĕпе 22 очко пухса, вĕсем хисеп пьедесталĕнчен пĕр утăм çеç юлнă.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика