АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагерьте сывлăхне çирĕплетеççĕ

19 июня 2018 г.

Черетлĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ хыççăнах республикăри чылай шкулсенче сиплевпе кану лагерĕсем йĕркеленеççĕ. Çавăн пек лагерь Мăн Ямаш шкулĕнче те пур. Унта 20 вĕренекен çÿреме кăмăл тунă.

Вĕсене икĕ ушкăна пайланă. Кĕçĕнреххисемпе Лариса Баранова тата Ольга Григорьева вожатăйсем ĕçлеççĕ пулсан, аслăраххисене Ольга Назарова тата Анна Баранова вĕрентекенсем хăйсен   хÿттине илнĕ. Педагогсем лагерь ĕçне палăртнă чухне ачасен канăва усăллă та интереслĕ ирттерессине тĕпе хунă тата вĕсен сывлăхне çирĕплетме май паракан мероприятисем йĕркелессине плана кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем кулленех ăс-хакăлне аталантарма пулăшакан вăйă-викторинăна хутшăнаççĕ. Вожатăйсемпе пĕрле ал айĕнчи тĕрлĕ материалпа усă курса ал ĕçĕн вăрттăнлăхне хăнăхаççĕ, ÿкерчĕксем тăваççĕ, спорт вăййисенче тупăшаççĕ. Çавăн пекех çут çанталăка тĕпчеççĕ, сиплĕ курăксем пуçтарма вĕренеççĕ.

Столовăйра Вера Барановăпа Наталия Яковлева поварсем ачасене кунне виçĕ хутчен тутлă апат çитереççĕ. Апат-çимĕçе хатĕрленĕ чухне те унăн усăллăхĕ тата пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Менюра - тутлă та сиплĕ пăтăсем, вĕри яшка, тĕрлĕ салат тата улма-çырла. Çавăн пекех компотсемпе пылак шывсем те пур. Пушă вăхăтра пĕрисем - спортзалра, теприсем шкул çумĕнчи стадионра тĕрлĕ вăйă-хускану тăваççĕ. Кĕскен - ачасене кунта хаваслă, вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе пырать.

- Иртнĕ эрнере эпир шкул автобусĕпе Шупашкара экскурсие кайса килтĕмĕр. Хулан таса та хитре урамĕсем тăрăх утрăмăр, Лакрей вăрманне, таврапĕлÿ музейне çитсе куртăмăр, «Мадагаскар» суту-илÿ çуртĕнче пултăмăр. Ку çулçÿрев ачасене питĕ килĕшрĕ, - пĕлтерчĕ шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ирина Белецкая. Вожатăйсем палăртнă тăрăх, шкул çумĕнчи лагерь июнĕн 21-мĕшĕччен ĕçлет.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика