АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх ĕçченĕсене чысланă

19 июня 2018 г.

Иртнĕ шăматкун, Медицина ĕçченĕсен кунĕнче, Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем асăннă уява анлăн паллă тунă. Савăнăçлă мероприяти Пĕчĕк Карачура ялĕнче иртнĕ. Çак уява йĕркелекенĕ - Лидия Онуфриева. Вăл çулсеренех кунта сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене пухать.

Чи малтанах уява килнисене Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов саламланă. Унтан вырăнти культура ĕçченĕсемпе фольклор ушкăнне çÿрекенсем илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарнă. Çавăн пекех Пĕчĕк Карачурара пурăнакан Лидия Алексеевна та сăмах илнĕ. Вăл асăннă тытăмра ĕçленĕ ветерансене тата паянхи кун сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене Хисеп хучĕсем тата парнесем парса чысланă. Юлашкинчен пухăннисем тутлă шÿрпепе хăналаннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика