Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕр ĕмĕр - сумлă юбилей

Паян, июнĕн 15-мĕшĕнче, Яманкасси ялĕнче пурăнакан Ирина Кузьминична Максимова хăйĕн 100 çулхи юбилейне çывăх тăванĕсен йышĕнче кĕтсе илет, хăнасенчен Раççей Президенчĕн саламлă Çырăвне тивĕçет.

Нушине сахал мар курнă ватă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе ыттисемпе пĕрле ĕçе пуçăннă Яманкассинче çуралса ỹснĕ хĕр. Йывăрлăхсене парăнман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман, тус-тантăшĕсемпе колхозра та, вăрманта та ĕçленĕ. Çав ялти каччăпах, Гавриил Николаевич Антоновпа, çемье çавăрнă вăл. Ăна салтакранах вăрçа илсе кайнă. Вăрçăран аманса килнĕ хыççăн мăшăрĕ нумай та пурăнайман. Ирина Кузьминична вара урăх çемье çавăрма шутламан, ачи-пăчи те çук ветеранăн.

Вăл паянхи кун пĕччен пурăнать. Ватăна шăллĕн ачисем пăхса тăраççĕ, кил хуçалăхĕнче пулăшаççĕ, тимлĕх уйăраççĕ. Шăллĕне, Иван Кузьмич Майорова, вăл тăрăхра пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕ-пех ветеринари ĕçченĕнче вăй хунă.

А.АЛЕКСЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
15 июня 2018
16:00
Поделиться