Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕнче чемпионатне килтех курма пулĕ

Ĕнер, июнĕн 14-мĕшĕнче, 2018 çулхи спортри тĕп паллă пулăм - Футболăн тĕнче чемпионачĕ - старт илчĕ. Пĕрремĕш хутчен çак турнир Раççейре иртет.

Раççейре пурăнакансем пурте тенĕ пек пуçласа пур матча та тỹлевсĕр пăхма пултарĕç. Цифрăллă эфирлă телекуравăн сечĕ (ЦЭТВ) Раççейре пурăнакансен 98 процентне çавăрса илнĕ. Асăннă сеть 10 телеканалтан тăракан пакета (мультиплекса) кăтартать, çав шутра чемпионат вăййисене кăтартакан виçĕ канал та - "Первый канал", "Россия 1" тата "Матч ТВ" - пур. Июнĕн 14-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 15-мĕшĕччен çак виçĕ канал пур 64 футбол матчне те кăтартĕ.

Ушкăн тапхăрĕнче 32 команда, 8 ушкăн çине пайланса, 48 вăйă ирттерĕç. Июнĕн 14-28-мĕшĕсенче телевизорпа кунне 3-4 матч курма пулĕ. Июнĕн 30-мĕшĕнчен вара плей-офф вăййисем пуçланĕç: финалăн 1Ỹ8, 1Ỹ4 тата 1Ỹ2. Июлĕн 13-мĕшĕччен кунне икĕ матчран ытла иртмĕ. Июлĕн 14-мĕшĕнче 3-мĕш вырăншăн матч пулĕ, Футболăн тĕнче чемпионачĕн финалĕ вара июлĕн 15-мĕшĕнче иртĕ.

"Пĕрремĕш каналпа" 27 тỹрĕ трансляци пулĕ. Кунсăр пуçне чемпионата уçнă церемоние курма пулĕ. Çак канал матчсене кăтартассипех çырлахмĕ, тĕрлĕ интервьюсем, ирхи тата хыпар кăларă- мĕсенче хăнасем те пулĕç.

"Россия 1" канал пĕтĕмпе 7 тỹрĕ трансляци кăна кăтартĕ, анчах та вĕсем хушшинче - чемпионат финалĕ. Нумаях пулмасть ĕçлеме тытăннă наци спорт каналĕ "Матч ТВ" чемпионата туллин - пур 64 тĕлпулăва та - кăтартĕ. Тỹрĕ эфирта 30 вăйă курма май пулĕ. Çавăн пекех ку каналпа тĕнчери футбол фаначĕсен пурнăçĕпе интереслĕ саманчĕсем пирки те тĕрлĕ передача эфира тухĕ. Проект "Раççейпе футболпа" ятлă.

Калас пулать, чемпионата килтех курас тесен хальхи йышши телевизор (телевизор кивĕ пулсан - цифрăллă приставка) тата дециметрлă диапазонлă ан-тенна (ДМВ) кăна кирлĕ. Футбол болельщикĕсене аса илтересшĕн, цифрăллă эфирлă телеканалсене республикăра çы- вăхри РТРС телебашнинчен 46 ТВК тата 58 ТВК çинче йышăнма пулать.

Оборудовани, ăна йĕркелемелли мелсем тата ытти пирки талăкĕпех ĕçлекен РТРС-ăн вĕри линийĕн тỹлевсĕр 8-800-220-20-02 номерĕпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Футболăн тĕнче чемпионачĕн трансляцийĕсен расписанийĕпе тĕплĕнрех редакци сайтĕнче паллашма май пур.

Н.ИВАНОВА.



"Пирěн пурнăç"
15 июня 2018
15:58
Поделиться