АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕре пăхса тăраççĕ

15 июня 2018 г.

Кĕçĕн Тăван ялне кĕрекен Томкино урамĕ кĕскех мар. Унăн пĕр пайне асфальт çул та сарнă. Малаллахи çулĕ вара йĕпе-сапара чăрмав кÿрет. Иртнĕ çулсенче Владимирпа Александр Матьяновсем çине тăрса асфальт çулран пуçласа тÿрем урамăн пĕр пайне те хăйсем тĕллĕн хăпартнă. Шыв юхмалла та тунă. Анчах ăна та пăхса тăмалла-çке. Çавăнпа та иртнĕ кунсенче кунта пурăнакан хастар та пуçаруллă каччăсемех тăрăшнипе асăннă çула тепĕр хут хытарма тĕллев лартнă. Вĕсен шухăшне К.Прокопьев, П.Михайлов, В.Федоров тата ыттисем те ырланă. Çавна май пурте пĕрле çул-йĕре асфальт сармалли вĕтĕ массăран хытарса тухнă. Техника тĕлĕшĕнчен те тăван ялăн малашлăхĕшĕн çунакан ĕçчен çамрăксемех пулăшу кÿнĕ.

А.ПЕТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика