АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илемшĕн тăрăшаççĕ

15 июня 2018 г.

Хăй ирĕкĕпе тÿлевсĕр ĕçлеме килĕшекен çынна волонтер е доброволец теççĕ. Ун пеккисем пирĕн обществăра сахал мар, уйрăмах - ялсенче. Вĕсем валли ĕçĕсем те тупăнсах пыраççĕ. Чылай ялсенчи урамсенче е çырмасенче хурăн, йăмра тата ытти йывăçсен хунавĕсем тÿпенелле кармашаççĕ. Анчах та хăшĕсем вăйлă çил-тăвăлра çутă пралукĕсене перĕнсе вут-çулăм кăлараççĕ, хăрнă йывăçсем те пралук çине ÿксе хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Апла пулсан вĕсене вăхăтра касса тирпейлемелле.

Кăçал Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулнă май Мăн Ямашра пурăнакансем ăна усăсăр ирттермеççĕ, урамсене тирпей-илем кĕртеççĕ, масар çинче йĕрке тăваççĕ. Иртнĕ кунсенче вара «Заря» колхозăн сад пахчин картине çĕнетсе тухрĕç.

- Пĕрне ырласа теприне хурлас шухăш çук. Пурĕ вĕсем саккăрăн. Çамрăксемпе пĕрле 82-ри Леонид Еремеев та вăй хучĕ унта. Çитес вăхăтрах çак ушкăн вăтам шкулăн сад пахчи картине юсама пуçăнĕ, - терĕ Елена Савельева староста.

Юнашарти Яккушкăнь ял çыннисем те алă усмаççĕ: ял хыçĕнчи икĕ пĕвене тасатса тирпейлерĕç, юсарĕç. Ку енĕпе кÿршĕсене Шуркассинчи Вячеслав Стрелков тракторист пысăк пулăшу пачĕ.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика