АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă ертÿçĕне чысланă

15 июня 2018 г.

Республикăри агропромышленноç комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен союзĕ час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Çак кунсенче унăн хастарĕсем Элĕк енпе кÿршĕллĕ Вăрнар районĕнчи Çĕньялта пулнă. Çавăн сăлтавĕ те пысăк. Ку ялта çуралса ÿснĕ, хăй вăхăтĕнче «Правда» хуçалăха 36 çул ăнăçлă ертсе пырса виçĕ хутчен Ленин орденне тивĕçнĕ Исак Кошкин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ иккен. Çавна май вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Унта пирĕн ентеш - районти агропромышленноç комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен союзĕн председателĕ Николай Сергеев та хутшăннă, сăмах каланă.

Николай Макарович çак паллă ертÿçĕне ăшшăн аса илнĕ. Вăл хамăр районти «Сорма» хуçалăх директорĕнче ĕçленĕ чухне Исак Федоровичран ыррине сахал мар вĕреннĕ, унăн паха опычĕпе усă курнă. Районта чи малта пынă «Правда» колхоз председателĕ Сергей Шлябин та Исак Кошкинран ырă тĕслĕх илнине палăртнă Николай Сергеев. Вăл хăй те Сергей Александровичпа туслă çыхăну тытса ĕçленине асăннă. Çавăн пек кирлĕ те усăллă тĕлпулусем çамрăксемшĕн уйрăмах ырă тĕслĕх.

Елена САВЕЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика