АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивальте палăрчĕç

15 июня 2018 г.

Районти акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем туслă çыхăнура. Вĕсем вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен Элĕк вăтам шкулне фестивале пухăнчĕç. Мероприяти тĕллевĕ - ачасене ют чĕлхене юратма вĕрентесси, çирĕпрех пĕлÿ парасси. Фестивальте ют чĕлхепе кăна калаçасси тĕп вырăнта пулчĕ. Кунта юрăсем, сăвăсем янăрарĕç, ташларĕç, сценкăсем те лартса пачĕç.

Пур шкул та мероприятие лайăх хатĕрленни курăнчĕ. Нумай енлĕ тупăшса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Элĕк вăтам шкулĕ хора 65 ача тăратнă. Çамрăк артистсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Ахальтен мар «Чи лайăх хор», «Чи лайăх актер пултарулăхĕ» номинацисенче ырăпа палăрчĕç Элĕксем. Мăнвылăсем те парăнмарĕç. «Чи лайăх вокал», «Чи лайăх кĕвĕллĕ пултарулăх» номинацисенче ырă тĕслĕх кăтартрĕç.

Тавăт, Юнтапа, Карачура шкулĕсенчи вĕрентекенсем те фестивале лайăх хатĕрленнĕ. Карачурасем, сăмахран, пĕтĕм ташши- юррине Шотланди çĕршывĕпе çыхăнтарнă. Фестивале Элĕк вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Наталья Толмачева ертсе пычĕ.

Людмила МАРКОВА,

Мăн Вылă вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика