АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пÿртри тасалăх - сывалу çулĕ

15 июня 2018 г.

Астмăпа чирлекенсем хушшинче аслисемпе пĕрлех ачасем те пур. Вĕсен шучĕ çултан-çул ÿссе пыни сисчĕвлентерет. Çĕр çинче пурĕ 5 % яхăн аслă çынсем, 10 % ачасем бронх астмипе чирлеççĕ.

Нумаях пулмасть районти тĕп больницăра астмăпа кĕрешмелли кун иртнĕ. Çав кун çынсем тÿлевсĕрех сывлав тытăмне тĕрĕслеттернĕ. Приступ çавăрса илсен мĕн тумалли çинчен лекци итленĕ. Çавăн пекех ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче те астма шкулĕсем ĕçленĕ.

Бронх астми - сывлав çулĕсем шыçнипе вăраха тăсăлакан чир. Çак чир вăхăтĕнче бронх тытăмĕ улшăнать тата сывласси йывăрланать. Хăш чухне сывлăш пÿлĕнсе ларать. Çавăн пекех приступ евĕрлĕ ÿслĕк, сывланă чух аякранах шăхăрнă пек хăйăлтатакан сасă илтĕнет. Енчен те чир вăраха кĕрсе кайсан аллерги паллисем палăрма пуçлаççĕ.

Бронх астмине вăраха кĕртсе яма пултаракан сăлтавсем шутне йывăр ĕçлени, сивĕ сывлăш, вичкĕн шăршăсем, çанталăк улшăнни, кăмăл-туйăм пăсăлни, вентиляци пысăк пулни, сывлăш таса марри, аллергенсемпе хутшăнни витĕм кÿрет. Атопи астми килти тусанран, сăвăссенчен, чĕр чунсен, хурт-кăпшанкă, кăмпа тата пăнтăх аллергенĕнчен палăрать. Çын асăннă чирпе асапланнă чухне ÿсен-тăран, июнь-июль вăхăтĕнче хурăн е ытти йывăçсем тата тĕрлĕ шăршăллă курăксем çурăлнă вăхăтра уйрăмах аллерги палăрать. Август-сентябрь уйăхĕсенче армути, мăян тата ытти курăк çурăлни çине те аллерги палли тухать.

Енчен те çак чирпе чирлекен çыннăн приступ пулчĕ пулсан, унăн астма чирĕ пуçланнине пĕлтерет. Унăн çав вырăнтан пăрăнмалла, йывăр ĕçе пăрахмалла, канлĕрех вырнаçмалла, вăя перекетлемелле, тăтăшах сывламалла мар. Икĕ хутчен ингаляци тумалла та вăл çынна сăнамалла. Енчен те 20 минут хушшинче вăл хăйне лайăх туйма пуçламасан васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнмелле. Сыв-лăш пĕтнĕ самантра, приступ вăхăтĕнче, кĕске вăхăтра пулăшакан ингаляци (эмелпе сывлаттарса сиплени) препарачĕсемпе: сальбутамолпа, вентолинпа, беротекпа усă курмалла.

Бронх астминчен сипленес тесен кашни кунах пÿлĕмсене йĕпетсе тасатмалла, стенасем çинчен кавирсене илмелле, урайĕнче те палас пулмалла мар. Çавăн пекех мамăк минтерсемпе утиялсене те синтетикăллисемпе улăштармалла, сĕтел-пукан çинчи пир-авăр виттисене ылмаштармалла, сарă тĕслĕ апат-çимĕç пачах та çимелле мар, çурăлакан чечексенчен хăтăлмалла, пÿртре ÿсен-тăран, килти чĕр чунсем пулмалла мар. Çавăн пекех сĕт, мăйăр, пăрăç, горчица тата ытти приправăсемпе те иртĕхмелле мар.

Чи кирли - пирус туртма пăрахни, сывă пурнăç йĕрки çине куçни, сывлав гимнастики туни, кĕлеткене пиçĕхтерни.

Ирина Александрова,

Элĕкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика