АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăк çулаççĕ, сенаж хываççĕ

15 июня 2018 г.

Районти хуçалăхсен уйĕсенче ĕçсем сарăлсах пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем ял хуçалăх культурисене пăхса ÿстерессипе вăй хураççĕ. Июнĕн 13-мĕшĕ тĕлне илсен, чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăна хирĕç кĕрешес тĕллевпе калча уйĕсене химилле препаратсемпе 2630 гектар имçамланă. Ку енĕпе «Новый путь», «Авангард», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем те ĕçлеççĕ. Çĕр улми уйĕсенче те ĕç шавĕ - ретсем хушшине 210 гектар кăпкалатнă. Кĕр тыррисене акма çĕр 550 гектар хатĕрленĕ, çав шутран «Новый путь» хуçалăх - 245, «Авангард» - 50 гектар. Курăксене пухса кĕртес ĕç те пуçланчĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 200 гектар çулнă, çав шутран «Новый путь» хуçалăхра - 155 гектар. Ку ял хуçалăх предприятийĕнче сенаж хывассипе те тимлеççĕ. Сĕтеклĕ апата 700 тонна хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика