Комсомольский муниципальный округ

Тĕнче чемпионатне килтех курма пулать

Июнĕн 14-мĕшĕнче кăçалхи чи паллă спорт ăмăртăвĕ - Футболла выляссипе тĕнче чемпионачĕ - пуçланать. Кăçал çак турнир Раççейре иртнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пирĕн çĕршывра пурăнакансем пирвайхи хут пур матча та тỹлевсĕрех курма пултарĕç.

Цифрăллă эфир телекуравĕпе Раççейре пурăнакансен 98 проценчĕ усă курма пултарать. Ун урлă паракан 10 каналтан 3-шĕ ("Пĕрремĕш канал", "Раççей 1" тата "Матч ТВ") чемпионатри вăйăсене кăтартать. Июнĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен çак телеканалсемпе пур 64 футбол матчне те пăхма пулĕ.

Ушкăн тапхăрĕнче 32 команда 8 ушкăна пайланса 48 тупăшу ирттерĕ. Июнĕн 14-28-мĕшĕсенче телевизорпа кунсерен 3-4 матч пырĕ. Июнĕн 30-мĕшĕнчен вара плей-офф вăййисем пуçланĕç, июлĕн 13-мĕшĕччен кашни кун икĕ матчран ытла пулмĕ. Июлĕн 14-мĕшĕнче командăсем 3-мĕш вырăншăн тупăшĕç, Тĕнче чемпионачĕн финалĕ вара июлĕн 15-мĕшĕнче иртĕ.

"Пĕрремĕш каналпа" 27 тỹрĕ трансляци пулать. Унсăр пуçне чемпионата уçнине, Раççей команди хутшăнакан матчсене, интервьюсене, тишкерỹсене курма пулать. Хыпарсен кăларăмĕсенче тата ирхи передачăсенче чемпионатăн паллă хăнисемпе паллаштарĕç.

"Раççей 1" канал 7 тỹрĕ трансляци кăтартĕ, çав шутра - чемпионатăн финалĕ. Трансляцисене паллă спорт комментаторĕ Владимир Стогниенко ăнлантарса пырĕ.

"Матч ТВ" канал чемпионата пĕтĕмĕшпех кăтартĕ. Тỹрĕ эфирта 30 вăйă пулĕ, ыттисене вара каярахпа курăпăр. Иртен пуçласа каçчен пĕр чарăнми супертурнирти вăйăсене, чи паллă пулăмсене, ятарлă репортажсене кăтартĕç.

Çавăн пекех Тĕнче чемпионачĕ вăхăтĕнче Пĕтĕм тĕнчери футбол фаначĕсен Раççейри пурнăçĕпе паллашма пулĕ. Вăйăсене Александр Кержаков, Дмитрий Сенников, Андрей Талалаев, Олег Корнаухов, Дмитрий Радченко, Рашид Рахимов, Дмитрий Черышев, Николай Писарев экспертсем хак парĕç.

Çапла вара, пĕтĕм чемпионата килте ларсах курма пулать. Çакна валли телевизор тата юрăхлă антенна çеç кирлĕ. Енчен те сирĕн çỹлерех асăннă каналсем кăтартмаççĕ пулсан Раççей телекурав тата радиовещани сечĕн хĕрỹ лини телефонĕпе 8-800-220-20-02 шăнкăравласа мĕнле хатĕрсем кирлине, вĕсене мĕнле çыхăнтармаллине ыйтса пĕлме пулать.



"Каçал Ен"
15 июня 2018
09:33
Поделиться