ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авалтан килекен йăлапа савăнтăмăр уявра

15 июня 2018 г.

Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем вăхăтра ĕçлеме те, савăнма та, канма та пĕлеççĕ. Çакна районта йĕркелекен кашни мероприяти çирĕплетет пулин те, çурхи ака ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа ирттерекен ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче - Акатуйра - районта пурăнакансем уйрăмах пысăк хавхаланупа савăнаççĕ. Хастар ĕçленĕ хыççăн мĕншĕн савăнмалла мар? Мĕн акни-лартни аван шăтни куçа савăнтарать, шанчăк çуратать. Çакă ял ĕçченĕсем тăрăшуллă пулнине кăтартса парать.

Кăçалхи Акатуй уявне мĕн ĕлĕкрен пынă йăлана тĕпе хурса вăрман хĕрринче йĕркелерĕç. Июнĕн 11-мĕшĕнче Комсомольскинче пурăнакансем çеç мар, кỹршĕ районсемпе хуласенче тĕпленнисем те яланхинчен маларах вăранчĕç пуль. Сутуçăсем ир-ирех килсе çитнĕ, ачасене савăнтаракан батутсене те ирех вĕртсе хăпартнă, алĕç ăстисем хăйсен япалисене вырнаçтарнă. Вĕсем куракансене çĕнĕ япаласемпе тĕлĕнтерме васкаççех, хăйсен пултарулăхне çын умне кăларма чăннипех те вăтанмалла мар ăстасен. Тĕрлĕ аттракционсем, ача-пăча йăпатмăшĕсем, хăйсем валли вырăн тупнă. Чăннипех те, Акатуйра пĕрле пухăнса савăнма, ачасене выляса киленме, спортра вăй виçме, ыттисен пултарулă-хĕпе паллашма, тавар туянма пĕтĕмпех кирлĕ пек йĕркеленĕ. Çакна ĕçпе юрă тата спорт уявне пыракан кашни çын туйрĕ пулĕ тесе шутлатăп. Инçетрен тинкерсессĕн вăрман хĕрринче чăн-чăн хула ỹссе ларнăнах туйăнчĕ.

СУМЛĂ ХĂНАСЕМ САЛАМЛАÇÇĔ

Каçал тăрăхĕнче пурăнакансемпе пĕрле савăнма, ял ĕçче-нĕсене уяв ячĕпе саламлама, чи маттур ĕçлекенсене чыслама района Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов тата Юрий Попов, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Валерий Туркай, Комсомольски районĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллин, Александр Осипов, Канаш тата Елчĕк район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Николай Миллин, Владимир Степанов, ытти хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсене çамрăк во-лонтерсем ташăпа, сăвăпа кĕтсе илчĕç. Шăпах районти 67-мĕш Акатуя Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкне халалланă май хăнасем ятарлă стенд çине аллисен йĕррисене хурса, пĕр-пĕрне пулăшма, яланах ырă ĕç тума шантарчĕç. Вĕсен аллисен йĕрĕсем туслăха, тăнăçлăха, килĕшĕве çирĕплетеççĕ те. Яшсемпе хĕрсем хăнасемпе асăнмалăх "селфи" тума та манмарĕç. Асăннă йăла юлашки вăхăтра пушшех те вăй илнĕ.

Районти пултарулăх коллективĕсем сумлă хăнасене чăваш, вырăс, тутар юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç. Вăл çеç-и? Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе Александр Иванов министр тата хăнасем тырă "акрĕç". Районта чăн-чăн ака уявĕ пулни тỹрремĕнех сисĕнчĕ.

Куракансене малтанах район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Александр Осипов саламларĕç. Экономикăна аталантарас, çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе кăçалхи 5 уйăхра пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕç.

- Çĕр ĕçченĕсем акана вăхăтра ирттерчĕç, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, кăçал ака-суха ĕçĕсем мĕнле иртнипе паллаштарса. Вăл палăртнă тăрăх, çурхи культурăсене 12397 гектар çинче акнă. Çĕр улми 1021 гектар лартнă. Пĕр çул ỹсекен курăксем 2227 гектар, куккурус - 515 гектар, пахча çимĕç культурисем 122 гектар йышăнаççĕ. Паянхи кун хуçалăхсенчи уйсенче калчасем аван шăтса тухнă. Уй-хирсене пăхнă хыççăн вĕсене "лайăх" паллăпа хакланă. Çумкурăксенчен гербицид сапаççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене хирĕç те çине тăрсах кĕрешеççĕ, çĕр улми йăранĕсене хăпартаççĕ. Чылай çĕрте нумай çул ỹсекен курăксене çулма пикеннĕ. Паянхи куна 60 гектар çулнă, уйрăм хуçалăхсем утă хатĕрлеме пуçланă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене те пур кăмăлтан тав турĕ Александр Николаевич. Малалла та çакăн пек ăнăçлăн ĕçлеме, Акатуйра вара кăмăл туличчен канма сунчĕ.

Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕ Александр Иванов Комсомольскисене ăшшăн саламларĕ.

- Мĕн авалтан уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен чăваш халăхĕ ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче савăнать. Паян эсир пĕр пăшăрханмасăр уявлама пултаратăр, мĕншĕн тесен Чăваш Ен Правительстви Комсомольски районĕн кăтартăвĕсем çỹллĕ шайра пулнине палăртнă. Эпĕ сире çирĕп сывлăх, ырлăх тата уйсенчен пуян тухăç илме сунатăп, - терĕ вăл.

Пуçтарăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов, Юрий Попов, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçупа çитĕнỹ сунчĕç.

МАТТУРРИСЕНЕ ПАЛĂРТРĔÇ

Ĕçре уйрăмах палăрнисем тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене, тава тивĕçлĕ ятсене, парнесене тивĕçрĕç. Маттур ĕçченсене вара уйрăммăн асăнса хăварас килет. Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхне Ольга Андреевăна, "Урожай" колхоз председательне Алексей Ершова, районти "Централизациленĕ клуб системи" МБУК директорне Мария Илларионовăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе, Владимир Моторина ("Рассвет" ЯХПК) РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. "Слава картофелю" агрофирма водителĕсене Альберт Можаева, Николай Скоблева, Алексей Трофимов тракториста, "Восток" ЯХПКра тăрăшакан Наталия Михеева пăру пăхакана, Лариса Никифорова дояркăна, "Дружба" ЯХПК тракторисчĕсене Василий Долгова, Павел Долгова, тĕп инженера Владимир Алексеева, "Искра" колхозăн тĕп экономистне Надежда Белковăна, "Победа" ЯХПК-ра тăрăшакан Татьяна Еремеева дояркăна, Елена Архипова пăру пăхакана, "Слава" ЯХПК ĕçченне Тамара Кузьминана, "Рассвет" ЯХПК ĕçченĕсене Валерий Павлова, Владимир Степанова, "Труд" ЯХПК водительне Ильфат Низамутдинова, Миннагим Юнусов токаре, Гелзире Галеева бухгалтера, "Сюрбеево" ООО ĕçченĕсене Сергей Смирнова, Светлана Медведева, Лариса Портнова пăру пăхакансене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Нумай çул ачасене пĕлỹ парас ĕçре тăрăшакан педагог, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçлекен Альбина Мухина Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн Тав Çырăвĕпе районта маттур ĕçлесе пыракансене - халăха социаллă пулăшу паракан центр директорне Татьяна Смирновăна, Комсомольски ял администрацийĕн тĕп специалистне Елена Атласкинана, "Нумай функциллĕ центр" директорне Оксана Григорьевăна, "Централизациленĕ клуб системи" МБУК ĕçченне Вера Сивкинана, районти ветеринари станцийĕн начальникне Сергей Васильева, Аслă Çĕрпỹел ял администрацийĕн специалистне Екатерина Казаковăна - чысларĕç.

Çурхи ака ĕçĕсене пĕтĕмлетсе районти чи маттур та пултаруллă çĕр ĕçченĕсене палăртнă. Вĕсем: "Слава картофелю" агрофирма механизаторĕ Геннадий Миронов, "Рассвет" ЯХПК тĕп агрономĕ Алексей Игнатьев, "Комсомольские овощи" ООО механизаторĕ Искандер Насыбуллин, "Урожай" колхоз механизаторĕ Илья Аюков, "Луч" ЯХПК механизаторĕ Сергей Андреев, "Дубовка" ООО механизаторĕ Александр Никитин.

Çĕр ĕçченĕсемпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ырми-канми тăрăшакансене те палăртса хăварчĕç. Вĕсем: Вера Яковлева ("Асаново" ЯХПК), Владимир Паширов ("Восток" ЯХПК), Ольга Кузьмина, Алексей Матросов ("Рассвет" ЯХПК), Елена Наумова ("Труд" ЯХПК).

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче кашни çулах район пурнăçне пысăк тỹпе хывакансене чыслассине йăлана кĕртнĕ. Шăпах уявра Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕнче 11 çул тăрăшнă Геннадий Волкова тата Çĕнĕ Кипеç ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ "Промэнерго" ЗАО генеральнăй директорне Анатолий Иванова Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕн ятне парса чысларĕç.

ЮРРИ ЯНРАРĔ ТАВРАРА

Малалла тĕп сцена çинче савăнăçлă концерт пуçланчĕ. Ял тăрăхĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем, "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕ, ача-пăчасен "Тамчы" тата "Тевет" фольклор ансамблĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çинче кăмăла уçакан юрăсем шăрантарса, илемлĕ ташăсем ташласа куракансене савăнтарчĕç. Концерт пирĕн районта виçĕ халăх çыннисем туслăн, килĕштерсе, пĕр çемье пек пурăннине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Куракансем кашни коллективах тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем Лидия Изекеева, Валентина Михайлова хăйсен юррисене Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем тата хăнасем ячĕпе шăрантарчĕç.

Хаклав

Геннадий Максимов, "Хыпар" ИÇ генеральнăй директорĕн çумĕ:

- Çулленех çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен Акатуй ирттересси йăлана кĕнĕ. Пĕчĕк чухне эпир ăна "Ярмăркка" теттĕмĕр. Мĕн тери кĕтнĕ çак уява? Тăван районта иртекен уява кашни çулах çитме май килмест пулин те, Акатуйра пуринпе те пĕрле савăнма вăхăт тупма тăрăшатăпах. Кăçалхи уявра пулнă май, темшĕн хамăн ачалăх тỹрех аса килчĕ. Вырăнĕ илемлĕ, çыннисем çывăх, суту-илỹ точкисем çителĕклех, спорт ăмăртăвĕсем нумай пулчĕç, юрри-ташши чун каниччен савăнмалăх. Вăл çеç-и? Ачасене савăнма мĕн чухлĕ аттракцион вырнаçтарман пулĕ. Акатуй уявне курма килекен пур çыннăн кăмăлне тивĕçтермелле йĕркеленĕ тесе çирĕплетсех калатăп. Шупашкар хулинчен килсе çитнĕ парашютистсене еплерех çĕкленỹллĕ кăмăлпа пăхрăмăр. Кун пекки халиччен пирĕн тăрăхра нихăçан та пулман. Кун пирки курма килнисем те пĕрре кăна мар çирĕплетрĕç.

- Анатолий Иванов, "Промэнерго" генеральнăй директорĕ.

- Каçал енĕн тĕп пуянлăхĕ - кунта тĕпленнĕ халăх. Чăваш, тутар, вырăс, ытти наци çыннисем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Çакă Акатуйра тỹрремĕнех сисĕнчĕ. Тĕп сцена çинче тĕрлĕ халăх юрри-ташшине курса киленме кăмăллă пулчĕ. Çĕр ĕçченĕсен уявĕ вăрман хĕрринчи пысăк лапамра çав тери кăмăла каймалла иртрĕ. Акатуй ĕмĕрлĕх асра юлмалли самантсемпе çырăнса юлчĕ. Мана "Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ" ят паниех - пурнăçри чи пысăк пулăмсенчен пĕри. Çак ят мана малашне татах та пысăк хавхаланупа ĕçлеме, тăван тăрăх пуласлăхĕшĕн тăрăшма вăй хушать. Акатуй сумĕ вара çултан-çул ỹссе пытăр.

Мария Долгова, "Кĕтне" ФСК тренерĕ:

- Акатуй çав тери анлă та хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Курмалли, тĕлĕнмелли, савăнмалли сахал мар пулчĕ. Ачасем валли мĕн тĕрлĕ кăна аттракцион пулмарĕ пулĕ. Унпа пĕрлех вĕсене клоунсем те сахал мар выляттарчĕç, спорта кăмăллакансем футбол, волейбол тата ытти вăйăсенче тупăшрĕç. Кăçал Раççейре футбол вăййин Тĕнче чемпионачĕ иртнĕ май, Акатуя чемпионатăн паллине - Забивакăна - илсе килниех кĕтменлĕх пулчĕ. Аслисем те, кĕçĕннисем те ун тавра мĕн чухлĕ сăн ỹкерттермерĕç пулĕ. Раççей командин футболисчĕсемпе те паллашрăмăр çеç мар, сăнỹкерчĕксем те турăмăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика