Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Упра мăшăрна"

Çак юрăпа сцена çине тухрĕç Галинăпа Вячеслав Кудряшовсем апрель уйăхĕнче иртнĕ "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!" гала-концертра. Ольга Лукова репертуарĕнчи "Упра мăшăрна" юрă пурин кăмăлне те тыткăнларĕ. Радиопа тата телевиденипе тăтăшах янăракан юрă мăшăрсене пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама вĕрентет. Тен, çавăнпа вăл чылайăшĕн çемье юрри пулса тăнă.

Хусанушкăнь ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Галинăпа Вячеслав Кудряшовсем юрлас енĕпе питĕ ăста. Вĕсем ял тăрăхĕнче иртекен кашни мероприятиех хутшăнма, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма тăрăшаççĕ, обществăлла ĕçсенчен те юлмаççĕ.

А.ВАСЮКОВА.



"Пирěн пурнăç"
08 июня 2018
13:18
Поделиться