Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путинпа тỹрĕ лини

08 июня 2018 г.

Июнĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 16-мĕш хут "тỹрĕ лини" ирттерчĕ. Раççейре пурăнакансенчен 2,5 миллион ытла ыйту килнĕ. Владимир Путин Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан граждансенчен килнĕ ыйтусем çине 4 сехет ытла хуравларĕ.

Граждансем те ку хутĕнче хастарлăхпа палăрчĕç, телефонпа, видео-çыхăну мелĕпе усă курса ыйтусем пачĕç.

"Тỹрĕ линие" йĕркелекенсем патне юлашки тапхăрта бензин тата çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ ỹснипе çыхăннă ыйтусем те сахал мар килнĕ. Ку ыйту çине Владимир Путинпа пĕрлех РФ энергетика министрĕ Александр Новак та хуравларĕ. Акцизсемпе тунă хăш-пĕр йышăнусем лару-тăрăва улшăну кĕртнĕ, бензин хакĕ ỹсме чарăннă. Ку лару-тăрăва çитес тапхăрта та куçран вĕçертмĕç.

Раççейре иртекен футбол чемпионачĕ ячĕпе те ыйтусем пулчĕç. Тĕнче чемпионачĕ валли хăпартнă сооруженисене каярахпа та усăсăр лартмалла маррине, вĕсемпе кирлĕ пек усă курмаллине хытарсах каларĕ Владимир Путин. Вăл çĕнĕ инфратытăм вăйлă спортсменсен çĕнĕ ăрăвне хатĕрлеме пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ.

Раççейре пурăнакансене нумай ачаллă çемьесене килти хушма хуçалăха йĕркелеме пай çĕрĕсем парасси, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ипотека кредичĕн про-центне пĕчĕклетесси те пăшăрхантарать.

Çавăн пекех пенси çулне ỹстерессипе, онкологи чирĕсене хирĕç кĕрешессипе, чирлисене эмелсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Яланхиллех регионсенче пурăнакансене экологи, хытă каяшсене вырнаçтарасси пăшăрхантарчĕ. Шкул сакки çинче ларакансене экзаменсен шучĕ ỹсесси пăшăрхантарать.

Тата ытти нумай темăна хускатрĕç тỹрĕ линие шăнкăравлакансем.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика