Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Шкулти лагерьсенче сывлăха çирĕплетеççĕ

08 июня 2018 г.

Элĕк районĕнче ачасен сиплев кампанийĕ хĕрсех пырать-ха. Июнĕн 1-мĕшĕнчен районти 11 вĕренÿ учрежденийĕ çумĕнче лагерьсем ĕçлеме пуçларĕç. Асăннă лагерьсенче пĕтĕмпе çула çитмен 508 ача канăва интереслĕ те усăллă ирттернипе пĕрлех, сывлăхне те çирĕплетме пултарĕ. Çавăн пекех çынсене социаллă пулăшу паракан центр урлă тата 48 ача шкул çумĕнчи лагерьсенче каннине палăртмалла. Вĕренÿ учрежденийĕсем çумĕнчи лагерьсенче сиплев программине хатĕрленĕ, тĕрлĕ витаминран пуян апат-çимĕç çитерессине йĕркеленĕ. Вĕренекенсем шкул çумĕнчи лагерьсенче канни ашшĕ-амăшĕшĕн тÿлевсĕр. Элĕк район администрацийĕ ачасен кулленхи апат хакне те çирĕплетнĕ. Лагере çÿрекенсене кунне 88 тенкĕлĕх апатлантараççĕ, икĕ хутчен çитереççĕ. Çавăн пекех киле кайнă чухне ачасене сок, ытти пылак кучченеç парса яраççĕ. Шкул çумĕнчи лагерьсене йĕркелеме пĕтĕмпе муниципалитет бюджетĕнчен 850 пин тенкĕ уйăрнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика