Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансене - путевкăсем

 

Чăваш Ен Ĕç министерствин районти «Социаллă пулăшу памалли мерăсен центрĕ» хысна учреждени çулланнă çынсем, ветерансем çине пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçалхи январьтен пуçласа «Çулланнă çынсен тата инвалидсен «Вега» социаллă сиплев центрĕ» учреждение сывлăха çирĕплетме кайма ветерансене 8 путевка панă. Сиплев центрне кайма путевка илме граждансем районти социаллă хÿтлĕх пайне заявлени, паспорт копийĕ, сиплевпе профилактика учрежденийĕн справки, çăмăллăх çинчен справка, ятарлă медицина страхованийĕн полисне тăратаççĕ.

 

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 июня 2018
08:28
Поделиться