Комсомольский муниципальный округ

Пĕтĕмпех - ачасен пуласлăхĕшĕн

Ачасен телейлĕ те янăравлă сассине илтнине мĕн çитĕ? Çитĕнекен ăрăвăн малашлăхĕ, телейĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ỹстересси пирки пĕр самант та манас марччĕ. Эпир паян ĕçлени, пурăнни - пĕтĕмпех ачасен пуласлăхĕшĕн.

Шăпах çакă тата ачасене эпир мĕн тери юратнине, тĕнчере вĕсем мĕнле кирлине кăтартас, шăпăрлансен тавракурăмне аталантарас тĕллевпех майăн 29-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун ячĕпе районти культурăпа кану паркĕнче уяв йĕркелерĕç.

Пухăннисене клоунсем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, хаваслă юрă-ташă, конкурс-вăйă, пылак çимĕç, аттракционсем илĕртрĕç. Палăртнă вăхăта ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата район хăнисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Уяв программине "Радуга" ача сачĕн музыка руководителĕ Ольга Еремеева ертсе пычĕ.

Программа юрăсемпе, хальхи тата тĕрлĕ халăхсен ташшисемпе, чуна пырса тивекен сăвăсемпе пуян пулчĕ. Шĕвĕрккесем хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне туллин кăтартрĕç. Чи маттуррисем вара парнесене тивĕçрĕç. Унпа пĕрлех уявра районти искусство шкулĕн выпускникĕсене Ферит Гибатдинов директор аттестат парса саламларĕ. Пултаруллă та маттур ачасене юрра-ташша вĕрентес ĕçре ырми-канми тăрăшакан педагогсене - Т. Ивановăна, М. Долговăна О.Еремеевăна, М. Михеевăна, О.Спиридоновăна, И. Спиридоновăна, Е.Степановăна, Т.Макаровăна Хисеп грамотисем парса чысларĕç.

Район администрацийĕ ачасем çирĕп сывлăхлă ỹсчĕр, паха пĕлỹ илччĕр, вĕсене спортпа туслашма, пултарулăх енĕпе ĕçлеме мĕнпур май пултăр, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанччăр тесе пĕтĕмпех тума тăрăшать. Çамрăк ăру лайăх çынсем пулса çитĕнессе, пысăк çитĕнỹсем тума пултарасса шанатпăр!

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
01 июня 2018
10:30
Поделиться