Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пучах» ача сачĕ - 35-ре

05 июня 2018 г.

 

«Пучах» ача сачĕ - 35-ре

Ачалăхăн чи илемлĕ те çутă тапхăрĕ ăçта иртет-ши? Атте-анне ăшшинчен уйрăлса пепке ăçта каять-ши? Кам-ха пирĕн ачасемшĕн иккĕмĕш анне пулса тăрать? Паллах, çакă пĕтĕмпех ача сачĕ тата унта тăрăшакан воспитательсем пирки. Шăпах эпир пĕчĕк «чĕппĕмсене» мĕн сăпкаран тенĕ пекех ача садĕнче ĕçлекенсене шанса паратпăр та ĕç вырăнне васкатпăр.

Июнĕн 1-мĕшĕнче вара Тавăтри «Пучах» ача сачĕ хăйĕн 35 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавăн пекех ăна Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна та халалларĕç. Килĕшетĕр пулĕ, вăтăр пилĕк çул вăл историшĕн самант кăна, анчах та çак илемлĕ те хăтлă çуртра ĕçлекенсемшĕн вăл чылай вăрăм тапхăр. Мĕншĕн тесен воспитательсем çак çăмăл мар лава туртса пырса миçе ачана шкула ăсатман-ши? Вĕсем пĕчĕкскерсене телейлĕ вăхăт парнелеççĕ, ачасене хăйсене тĕллĕн апат çиме, тумланма, выляма, кăштахран çырма, шутлама вĕрентеççĕ, сас паллисемпе паллаштараççĕ тата пĕр-пĕринпе хутшăнма хăнăхтараççĕ. Ачан пултарулăхне те тупса палăртаççĕ. Çак тивĕçсене ача сачĕ пурнăçлани ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк çăмăллăх.

 Йывăрлăхсене парăнтарнă

Шкул çулне çитменнисен асăннă вĕренÿ учрежденийĕ 1983 çултанпа ĕçлет. Ăна хăй вăхăтĕнче «Таутово» колхоз председателĕ Геннадий Иванов ертсе пынипе 1980 çулта колхоз ĕçченĕсем çĕкленĕ. Çак пархатарлă ĕçре палăрнисем те сахал мар пулнă. Ача сачĕ уçăлни вара чи пысăк та хаклă парне пулса тăнă ял çыннисемшĕн.

1983 çултанпа сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ ясли-сада ертсе пыма Александр Иванова шаннă. 1984 çулта заведующи тилхепине Ольга Иванова тытса пынă. Ун хыççăн вара çамрăк та ырă кăмăллă Маргарита Алексеевăна шанса панă заведующи пулма. Çапла вара вăл ача садне 1985 çултанпа ертсе пырать. Çак тапхăрта ача «пахчи» пур енчен те улшăннă. Аслисем кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă педагогсене те аванах ас тăваççĕ пулĕ. Унта Вера Терентьева, Светлана Корнилова, Ольга Иванова, Мария Алексеева, Матрена Скворцова, Надежда Филиппова хăйсен юратăвне ачасене парнеленĕ.

Самай йывăр вăхăтсене те чăтса ирттернĕ ача сачĕ. Нумай çул каялла ачасен шучĕ палăрмаллах чакнăран «Пучахăн» алăкĕсем те хупăнма пултарнă. Анчах та темĕнле çăмăл мар пулсан та ăна сыхласа хăварнă. Маргарита Семеновна тимленипе тÿрех физкультура, музыка залĕсем уçăлнă. Çурта юсассипе те сахал мар вăй хума тивнĕ. Ачасене усрамалли условисене лайăхлатассипе ĕçленипе пĕрлех ача сачĕн территорине те илемлетнĕ, çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли майсене те ĕçе кĕртнĕ, çирĕп утăмсемпе утнă.

2003 çулта талăкĕпех ĕçлемелли йĕркене те тытăнса пăхнă. Анчах та самана улшăнсан та, кирек епле кăткăс лару-тăру пулсан та, йывăрлăхсем сиксе тухсан та, çĕнĕрен те çĕнĕ ачасем килсен те ача сачĕ вăл чи ăшă та савăнăçлă, ырă çурт пулса юлать. Юбиляр-ача сачĕ те çĕнĕ «пучахсене» çитĕнтерет, воспитани парас енĕпе чун- чĕререн тимлет.

 Уяв парни - ачасемпе воспитательсен пултарулăхĕ

Ачасем - пирĕн пуянлăх, çутă малашлăх. Çак уяв тĕлне ача садне çÿрекенсем, воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсем анлă концерт хатĕрленĕ. Вĕсен юрри-ташши, сăввисем - тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ тулли зала тыткăнларĕ. Уяв программине вара асăннă ача садĕнче пĕр вăхăт ĕçленĕ, Эренарта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан ăшă чунлă та илемлĕ Ирина Матьянова (Телейпи)   ертсе пычĕ.

Юбилярăн мухтанмалли те пурах. Кунта тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, тарăн ăс-хакăллă ачасем çÿреççĕ вĕт. Çавна май районти, республикăри тата ун тулашĕнчи фестиваль-конкурса хутшăнса малти вырăнсем йышăннă, çитĕнÿсем тунă. Кунпа пухăннисене тĕплĕнрех Тавăтри 3-мĕш номерлĕ «Пучах» ача сачĕн заведующийĕ Маргарита Алексеева паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çак тапхăрта «Пучахран» 800 ытла ача вĕренсе тухнă. Кăçал тата шкул алăкне тепĕр 16 ача пĕрремĕш хут уçĕç.

Ун хыççăн саламсем пуçланчĕç. Чи малтанах ача пахчине район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламларĕ, ача сачĕн воспитателĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ, парне пачĕ. Ун саламĕсем çумне хаклă та сумлă хăнасем - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев, Шупашкарти «Тус» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕн çумĕ Игорь Сидоров, Тавăт вăтам шкулĕн директорĕ Сергей Петухов хутшăнчĕç, ача садне парнесемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех «Пучахран» 2003 çулта тухса кайнă Илленьушкăнь ялĕн хастар хĕрĕ Олеся Александрова та сăмах илчĕ. Вăл юратнă заведующипе воспитательсене манса кайманнине палăртса ача садĕнче иртнĕ ачалăх кунĕсемшĕн тав турĕ.

«Пучах» ача сачĕн çитĕнĕвĕсем питĕ нумай терĕмĕр. Юрра та, ташша та маттур ачасем. Сăвă калассипе те пĕлтĕр чылай конкурса хутшăнса палăрнă. Вĕсене пурне те çырса та пĕтереймĕн. Акă, сăмахран, пĕлтĕр регионсем хушшинче иртекен Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулакансен конкурсĕнче Артемий Лаврентьев, Максим Васильев, Виктория Семенова çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Раççей шайĕнче конкурса хутшăнса 1-мĕш вырăн йышăннисен шучĕ те пысăк. Уявра кашни çитĕнÿпе паллашма май пулчĕ, çавăн пекех сăн ÿкерчĕксем те умлăн-хыçлăн тухса пычĕç экран çинче. Паянхи кун асăннă ача садĕнчен тухса кайса, ÿссе çитсе, хамăр тăрăхрах тата республикăра, Мускавра пысăк ĕçре ĕçленине палăртакан информаци те кунти воспитательсене хăпартлантарать.

Чи пăлханулли вара уявра ача садĕнчи пĕр ушкăнне шкула ăсатни пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕ «Пучахра» ĕçлекенсене тав турĕ. Унсăр пуçне Шупашкартан килнĕ эстрада çăлтăрĕсем чаплă уявпа саламлани тата юлашкинчен фейерверк яни пурне те килĕшрĕ.  

Çапла çав, хăйсен вăхăтне, вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕрен, кашни ир ачасене, ашшĕ-амăшне йăл кулăпа кĕтсе илнĕрен, вĕсене юратнăран, пĕчĕкскерсем вĕсем патне туртăннăран, воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсем яланах çамрăк тата илемлĕ.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.  

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика