Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк вăтам шкулĕ - пĕрремĕш

Мăн Вылăри вăтам шкул территорийĕнче çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарница» тата «Орленок» финал вăййисем пыни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çарпа спорт вăййисенче пĕтĕмпе кăçал 10 шкултан 15 команда хутшăннă Вĕсенчен 10-шĕ - «Зарница», 5-шĕ «Орленок» ушкăнĕнче ăмăртнă. Программăра пурĕ 13 конкурс пулнă. Вăйăсене пĕтĕмлетнĕ май «орленоксенчен» Элĕк вăтам шкулĕ пĕрремĕш вырăна тухни паллă. Иккĕмĕш вырăнта Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем пулсан, Юнтапасем виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. «Зарница» ушкăнĕн вăййисенче те Элĕксем пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Вутлан шкулĕн команди иккĕмĕш вырăн йышăннă, виççĕмĕшне Тени шкулĕн вĕренекенĕсем йышăннă. Çĕнтерÿçĕсем район чысне июнĕн 19-22-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» лагерьте хÿтĕлĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 июня 2018
14:15
Поделиться