Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача та регистрациленĕ, туй та кĕрленĕ

Ача та регистрациленĕ, туй та кĕрленĕ

Районта июнĕн 1-мĕшĕнче Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Çак кун ЗАГС пайĕнче Чăваш Сурăмĕнчи Владиславпа Альбина Венедиктовсене пĕрремĕш пепке, Татьяна хĕрĕ, çуралнă ятпа савăнăçлă лару-тăрура саламласа свидетельство панă. Çавăн пекех Элĕк салинчи Владимирпа Людмила Андреевсен те йыш хушăннă. Арина хĕрне çак кун регистрациленĕ.

Кунсăр пуçне уяв кунĕнче Хирлеппуç ялĕнчи Димитрий Петров Елчĕк район хĕрĕпе Ирина Филипповăпа пĕр çемьене чăмăртаннă. Çамрăк мăшăра район пуçлăхĕ Владислав Волков, администрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева саламланă. Çак кун ЗАГС пайне мăшăрланма ыйту çырма килекенсем те пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 июня 2018
14:15
Поделиться