Михайловское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки вĕçленнĕпе пĕрех

05 июня 2018 г.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура çавăн пекех районсенче акатуй уявĕсене йĕркелес ыйтусене тишкерчĕç. Канашсем хăйсен уявне ирттернĕ те ĕнтĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Çапах Михаил Игнатьев Канашсен тĕслĕхне шута илсе уяв концерчĕсене хутшăнакан ачасене çанталăка кура тумлантармалли пирки каларĕ.
Çитес кану кунĕсенче республикăри 16 районта акатуйсем иртмелле. Ку хутĕнче уявсен тĕп теми халăхсен туслăхĕпе çыхăннине кура çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта халăхсен туслăхĕн парачĕ те пулать. Çапах ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев кирек мĕнле пулсан та акатуйра çĕр ĕçченĕ тĕп вырăнта пулмалли пирки аса илтерчĕ: çуракине ăнăçлă ирттернине уявлатпăр — акара çĕрне-кунне пăхмасăр тăрăшса ĕçленĕ çынсене чысламалла, тав тумалла.
Ака ĕçĕсем вара вăл вĕçленнĕпе пĕрех. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, тунтикун тĕлне 11 район çуракипе çыхăннă плана пурнăçланă ĕнтĕ. Кăçал вырăнсенчи влаçсенчен тĕрĕс кăтартусем кăна пухнă — «хушса çырни» пулман. Çĕр улми лаптăкне 700 гетар ÿстерме пултарнă. Пахча çимĕç лаптăкĕ вара икĕ хута яхăнах пысăкланнă. Ытти культура пирки те çавнах каламалла — ÿсĕмлĕ. Хĕвел çаврăнăш лаптăкне кăна чакарнă.

Автор: Николай Коновалов.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика