Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калчасене пăхса ÿстереççĕ

01 июня 2018 г.

Районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене «Новый путь», «Серебрянные ключи», «Алмаз», «Авангард» хуçалăхсем, А.Григорьев, Ю.Никифоров, С.Андреев хресчен-фермер хуçалăхĕсем пысăк лаптăк çине вăхăтра акса хăварнă. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улми лартассипе, пахча çимĕç акса-лартассипе тимлеççĕ.

Майăн 31-мĕшĕ тĕлне илсен, çĕр улми планпа палăртнă 503 гектар вырăнне 437 гектар лартнă. Пахча çимĕçсем 45 гектар акнă. Ку енĕпе А.Варламов, С.Волков, В.Узянов, Ю.Никифоров хресчен-фермер хуçалăхĕсем ĕçлеççĕ. Хуçалăхсенче калчасене пăхса ÿстерес енĕпе те вăй хураççĕ. Тĕш тырăсен калчисене çум курăкран, чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăран химилле препаратсемпе имçамлаççĕ. Çак ĕçе «Новый путь», «Авангард», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче лайăх йĕркеленĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика