Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Патриотсене шкулта хатĕрлеççĕ

01 июня 2018 г.

Юнкун Мăн Вылă шкулĕнчи спорт лапамĕ чăн-чăн çар чаçнех аса илтерчĕ. Кунта районти кашни шкулсенчен килнĕ салтак тумлă шкул ачисем çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарница» тата «Орленок» вăййисене пухăннă. Шкул çумĕнчи хыçалти территоринче кашни командăн палаткисем вырнаçнă. Хĕрачасемпе арçын ачасем вара хăйсене хăюллăн тытни, стройра тÿрĕ тата чыс парса утни чăн-чăн офицер-салтак пек пулнинех çирĕплетрĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

Çулсеренех асăннă юхăмăн вăййисем Мăн Вылă шкулĕ шайĕнче иртеççĕ. Кăçал вара кунта 50-мĕш финал вăййисене ирттерсе паллă тăваççĕ. «Зарница» тата «Орленок» вăййисем çитĕнекен ăрăвăн патриотла тата гражданлăх туйăмĕсене палăрса аталантарма, Раççей историйĕпе çыхăнтарма пулăшать. Çакă чи малтанах пулас салтаксемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен çакнашкал вăйăсем çамрăксен патриотла воспитанийĕ çине витĕм кÿнипе пĕрлех яшсен çар службине хатĕрленин пĕрремĕш тапхăрĕ пулса тăраççĕ.

Пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, çамрăк армеецсен вăййисене шкулта вĕренекен сывлăх енчен çирĕп тата теори телĕшĕнчен хатĕр, пултаруллă ачасене суйлаççĕ. Хальхинче те кунта чунпа çирĕп, тарăн ăс-хакăллă, чăн-чăн патриотсем пуçтарăннă та ĕнтĕ.

Кăçал «Зарницăпа» «Орленокра» пĕтĕмпе районти вĕренÿ учрежденийĕсенчи 15 уйрăм хутшăнать. Çак çул вĕсем вара шăп та шай 50-мĕш хут иртеççĕ. Ку ĕнтĕ пысăк юбилей. Çавна май ăна ытти çулхисенчен уйрăларах ирттерме палăртнă. Вăйă хастарĕсем паллă çаврăмпа ятарлă значоксем те хатĕрленĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх районти çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

50-мĕш финал вăййисене уçнă май кунта хутшăнакан çамрăк ăрăва район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков тата районти çамрăк армеецсен пур вăййисене хутшăнакан Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи, ĕç ветеранĕ Гурий Терентьев саламларĕç, çак мероприятире, ăнăçу тата чăтăмлăх сунчĕç. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене Анна Алвандян вĕренекен «Шурă кайăксем» юррипе саламларĕ. Çарпа спорт вăййисем уçăлнă май Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене çĕклерĕç. Çак тивĕçе хастаррăнах пĕлтĕрхи вăйăсен çĕнтерÿçĕсен командирĕсем пурнăçларĕç. Кусем Ураскилт тата Чăваш Сурăм шкулĕсем пулчĕç.

«Зарничниксемпе» «орленоксем» çак вăййа уçнă хыççăн тÿрех пĕрремĕш конкурса хутшăнма васкарĕç. Вĕсем стройра утма хатĕр. Командиртан та ку чухне нумай килет.

Виçĕ куна пыракан вăйăсем питех те интереслĕ иртмелле пек. Кунта ачасем пурте туслăн тĕрлĕ заданисене пурнăçлаççĕ, конкурссемпе ăмăртусене хутшăнаççĕ. Кашни шкулăн подразделенийĕ пултарулăх, строй хатĕрленĕвĕ, автомат салатса пуçтарас, винтовкăран перес енĕпе маттур пулнине кăтартса параççĕ тата ытти блоксенчи конкурссенче те тăрăшуллăн хутшăнаççĕ.

Çамрăк армеецсен вăййисем паян вĕçленеççĕ. Çĕнтерÿçĕсем те çак кунах паллă пулаççĕ.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика