Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Олимпиадăра палăрнисене - чыс та мухтав!

Ермолаев Денис.jpg

 

ИРТНĔ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ олимпиадăсенче палăрнă вĕренекенсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Çĕршыв шайĕнчи ăс-тăн тупăшăвне пирĕн республикăран 58 шкул ачи хутшăннă, вĕсенчен пĕри - çĕнтерỹçĕ, 20-шĕ - призер Дипломне тивĕçнĕ. Питех те кăмăллă, çак йышра пирĕн район каччи Денис Ермолаев та. Вăл Чăваш Ене Ульяновск хулинче физкультура предмечĕпе чыслă хỹтĕлесе призер медальне тивĕçнĕ.

Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 11 класра вĕренет Д.Ермолаев. Вăл республикăри олимпиадăсенче тĕрлĕ çулсенче иккĕмĕш хут çĕнтерỹçĕ, темиçе хут та призер пулнă. Ăна олимпиадăсене хатĕрлекенĕ - Ю.Ермолаев преподаватель. Раççей шайĕнчи çитĕнỹ вара Денис пурнăçĕнче – пĕрремĕш.

Çакна палăртмалла, 1990 çулта Пенза хулинче Пĕтĕм Раççей шайĕнчи хими предмечĕпе ирттернĕ олимпиадăра Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Дмитрий Уресметов 2-мĕш вырăна тухма пултарнă (учителĕ Р.Ракипов). Çакăн хыççăн 28 çул хушши çакнашкал çитĕнỹ тăвакан пулмарĕ. Кăçал акă Денис хăйĕн анлă тавракурăмĕпе, спорт ăсталăхĕпе 74 регион хушшинче ялта пурăнакан чăваш ачисем те пултаруллă пулнине çирĕплетрĕ.

Тĕлпулу Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче иртнĕ.

«Эсир Раççей шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса çитĕнỹсем турăр, çапла майпа Чăваш Енре вĕрентỹ тытăмĕ çирĕп пулнине кăтартрăр, - палăртнă Михаил Игнатьев. - Ку çитĕнỹсемпе лăпланса лармалла мар, малашне те аталанмалла. Шанатăп: эсир пурнăçра хăвăрăн вырăнăра тупатăрах».

ЧР вĕрентỹ министрĕ А.Иванов палăртнă тăрăх, олимпиада кăтартăвĕсемпе пирĕн регион Раççейри чи лайăх вунă субъект шутне кĕрет. «Çак çитĕнỹ хăй тĕллĕн пулмасть. Вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне пулăшса, хавхалантарса пынăшăн пысăк тав», - тенĕ Александр Степанович.

Тĕлпулу çĕнтерỹçĕсемпе призерсене тата вĕсен учителĕсене Вĕренỹ министерствин Тав çырăвĕсемпе чысланипе вĕçленнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 мая 2018
14:16
Поделиться