Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Истори вĕрентекен лайăх учитель

F1Кăçалхи апрель-май уйăхĕсенче республикăра ялти чи лайăх истори учителĕсен конкурсĕ иртнĕ. Ăна республикăри Вĕренỹ институчĕпе тата Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕпе пĕрле коммерциллĕ мар общество организацийĕсем йĕркеленĕ. Конкурса пурĕ республикăри районсенчи шкулсенче ĕçлекен 19 истори учителĕ хутшăннă, вĕсенчен пĕри - Питĕркасси шкулĕн историпе обществознани учителĕ Альбина Фадеева. Палăртма кăмăллă, асăннă конкурсра Альбина Владимировна иккĕмĕш вырăн йышăннă, Диплома тата укçан хавхалантарăва тивĕçнĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
30 мая 2018
13:12
Поделиться