Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинозал тăвассипе ĕçсем пыраççĕ

23 мая 2018 г.

Пĕлтĕр çулталăк вĕçнелле пирĕн районти Культура çурчĕ Раççей Кино фончĕн пĕчĕк тата вăтам хуласенче кинотеатрсем уçмалли конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Çавна май хальхи вăхăтра районти Культура çуртĕнче кинозал тăвассипе ĕçсем пыраççĕ.

Асăннă ĕçсене валли 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра Хусанти подряд организацийĕ кинозала 15 колонка килсе вырнаçтарчĕ. Залта пысăк экран пулать, хальлĕхе ăна валли кăшкарне хатĕрленĕ. Çитес вăхăтра 350 çĕнĕ кресло илсе килсе вырнаçтарĕç. Унччен залта пулнă креслăсене ялсенчи культура çурчĕсене паратпăр.

Кино кăтартмалли цифрăллă оборудовани (икĕ миллион тенкĕ тăракан кинопроектор) вырнаçтарма ятарлă пỹлĕм хатĕрлерĕмĕр, унта Культура çурчĕн ĕçченĕсем юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Çавăн пекех билетсем сутмалли хальхи йышши оборудованиллĕ пỹлĕм те пулать.

Килĕшỹ тăрăх, пирĕн çĕнĕ кинозалта пĕрремĕш фильм кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕччен кăтартмалла, анчах та эпир ĕçсене иртерех вĕçлесе августрах кăтартма пуçласшăн.

Александр САМСОНОВ, райадминистрацин культура, туризм тата архив ĕçĕн пай начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика