27 апреля 2018 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче суд приставĕсен служби "Парăмсем çинчен пĕлсе тăрăр" акцие хутшăннă. Çавна май Сĕнтĕр-вăрринчи суд приставĕсен районти уйрăмĕн сотрудникĕсем те парăмсене шыраса илес тĕлĕшпе рейд ирттернĕ, граждансене парăмсене тỹлесе татмалли майсем çинчен тĕплĕ ăнлантарнă. Ку енĕпе, тĕслĕхрен, "Ĕç пурнăçламалли даннăйсен банкĕ" электрон сервисĕ пысăк пулăшу пама пултарать. Хальхи вăхăтра парăма тỹлесе татмалли майсем çăмăлланнă темелле. Çỹлерех асăннă баннера çыннăн хушамачĕпе ятне, предприяти ятне кĕртсенех экран çинче парăм пуррипе çукки çинчен вуласа пĕлме пулать. Çакă çеç мар, онлайн йĕркипе ăна тỹлесе татма та май пур. Тепĕр май вăл - патшалăх пулăшăвĕн Пĕрлĕхлĕ порталĕпе усă курасси. Районта пурăнакан çынсене парăма тỹлесе татассине вăрăма тăсма кирлĕ марри çинчен аса илтеретпĕр, унсăрăн сирĕн пата суд приставĕсем килсе çитĕç.
О.АФАНАСЬЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)