Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăн, пĕр тĕллевлĕн ĕçлеççĕ

19 мая 2018 г.

Кăçал çанталăк çĕр çыннисене уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама пулăшсах пырать темелле. Паян мĕнпур хуçалăх уйĕнче техника шавĕ илтĕнсе тăрать. Ку сас уйрăмах кăмăллă – эппин, сĕтел çинче çăкăр пулатех.

– Çĕр чĕрĕ пирки уйсене часах кĕреймерĕмĕр. Халь ак вăл лайăх пулса çитрĕ. Çавăнпа та ир пуçласа каçченех ĕçлетпĕр, агрегатсене тăратмастпăр, – терĕ виçĕмкун «Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Петров уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă май.

Çĕньял Хапăс çумĕнчи уйра Олег Яковлев «Джондирпа» пăрçа акать. Лаптăк пысăках мар пулин те, вăр та вар çаврăнать вăл техникăпа. Роберт Игнатьевич ретсене унтан та кунтан чавса пăхрĕ – тип-тикĕссĕн акăннă.

Ытти уйсене те кăтартса çÿрерĕ Роберт Петров. Кĕрхисем хаклă кавир евĕр симĕслĕхĕпе, çăралăхĕпе илĕртеççĕ. Çĕрсен пахалăхне ÿстерме нумай ĕçлеме тивнĕ. Кивьял Хапăс хыçĕнчи уйсене маларахри çулсенче ейÿ нумай çинĕ. Тÿрремĕн ака технологине ĕçе кĕртнĕ май çурхи шывсем халĕ тăпран пахалăхлă сийне аплах юхтарса каймаççĕ иккен. Анчах та ушах вырăнсем пур-ха: çакна сарăхнă калча вырăнĕсем çирĕплетеççĕ.

«Санары» хуçалăх пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтернĕ. Çурхи тулă 80, урпа 180 гектар йышăнаççĕ.

Çĕрулми лаптăкне кăçал 85 гектара çитернĕ. Уйсене «Манифест», «Вектар», «Редскарлет» чаплă сортсем хывнă. Унсăр пуçне, кăçал тата çĕнĕрех сорта – «Коломбо» – туса илесшĕн. Вăл çав тери ир пулать. Вăрлăх туса кăнтăралла сутасшăн. Ыйтакансем пур.

Санарпуçсем техника культурисемпе те аван ĕçлесе пыраççĕ. Роберт Игнатьевич горчица пысăк тупăш панине каларĕ. Унсăр пуçне, ку культура çĕр пулăхне те лайăхлатать.

– Çуллă çарăка пирĕн республикăра хальлĕхе йышăнсах каймаççĕ-ха, анчах та ытти облаçсенче ăна анлăн çитĕнтереççĕ. Кирлĕ культура, килте лартса илме те паха. Усăллă çеç мар, çĕре чиртен, кăпшанкăсенчен те тасатать, – кăмăллăн калаçрĕ Роберт Игнатьевич.

Коллектив яланхиллех туслăн та пĕр тĕллевлĕн вăй хунипе ĕçсем те кал-кал пурнăçланса пыраççĕ. Кашни хăй ĕçĕнче ăста. Александр Харитонов çĕнĕ техникăна – манипулятора хăвăрт алла илнĕ. СЗТ-па Геннадий Васильев, Анатолий Яковлев пултаруллăн тăрăшнă. Çĕрулми лартма яланхиллех Владимир Крипчакова шаннă. Кассем тÿрĕ, тикĕс пулнипе çулла киленме май пур. Вĕсем Сергей Федоровпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Сергей Горбунов, Вадим Николаев, Владислав Гаврилов водительсем, Петр Краснов тĕп инженер вăрлăх турттарса тăнă.

Агрофирма усă куракан çĕр 1600 гектар ытла. Коллективра пĕтĕмĕшле 45 çын тăрăшать.

Кĕçнерникун «Санары» ĕç-хĕлĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев паллашрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика