Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика уй - хирĕнче

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 163,6 пин гектар çинче акнă (76,3%). Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче кăтарту 90 процентпа танлашнă. Елчĕк (14,8 пин гектар), Патăрьел (11,5 пин) тăрăхĕсенче чи пысăк лаптăксем. Вăрнар, Шупашкар, Муркаш, Патăрьел Елчĕк районĕсенче 1237 гектар çинче куккурус тĕшĕлĕх акнă. Хуçалăхсенче талăкра куллен 8-10 пин гектар çурхисем аксан 5-7 кунран ĕç вĕçленмеллеĕ.

Çĕр улми 4,2 пин гектар çинче лартнă (2017 çулта – 3,7 пин гектар), Патăрьел, Комсомольски районĕсенче «иккĕмĕш çăкăр» 600 ытла гектар йышăннă. Хуçалăхсенче пахча çимĕç – 328, сахăр кăшманĕ 700 гектар акнă-лартнă. Хăмла 64 гектар çакнă.



"Хресчен сасси"
23 мая 2018
10:01
Поделиться