Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кадет корпусĕ йыш хушăнасса кĕтет

Унта вĕренме каяс текенсен математикăпа, вырăс чĕлхипе тата физкультурăпа тест ыйтăвĕсене хуравламалла. Майăн 14-мĕшĕнчен федерацин Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А. В. Кочетов ячĕллĕ Чăвашри кадет корпусĕнче кăмăл тăвакансене 5-8 классене вĕренме кĕмешкĕн йышăнмалли кампани пуçланнă. Документсене июнĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Аса илтеретпĕр, кадет корпусĕнче ачасене патшалăх стандарчĕпе килĕшỹллĕн уйрăм предметсемпе тарăнрах пĕлỹ парса тата çарпа патриотла, спорт енĕпе профильлĕ хатĕрлесе вĕрентеççĕ. Кунта ачасем пĕлỹ çеç илмеççĕ. Профильлĕ кружоксемпе спорт секцийĕсене те çỹреççĕ. Кадетсем корпуссенче пурăнаççĕ, вĕсене кунне пилĕк хутчен апатлантараççĕ. Воспитанниксен сывлăхĕсене медицина ĕçченĕсем сăнасах тăраççĕ.

Вĕренме сывлăхлă, çирĕп ăс-тăнлă ачасем çеç лекме пултараççĕ. Тĕплĕнрех чăвашри кадет корпусĕн сайтĕнче (http://kochetov.citycheb.ru) паллашма пулать.

Кадет корпусне аслă классене те илеççĕ. Паллах, вĕсен докуменчĕсене пĕтĕмĕшле пĕлỹ илнине çирĕплетекен аттестатпа (июнĕн 15-мĕшĕ хыççăн) пĕрле йышăнаççĕ. Вырăнсем юлсассăн августăн 3-мĕшĕ иртсен хушма йышăну пулат



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 мая 2018
10:00
Поделиться