Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Путăк-шăтăк сапланать

Пăлапуç Пашьелпе Ишлĕне çыхăнтаракан çула тулли мар яваплă "Воддорстрой" пĕрлешỹ юсама пуçланă. Ăна федерацин "Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ" программипе килĕшỹллĕн реконструкцилеççĕ

. Юсамалли çул тăршшĕ 5 çухрăм, смета хакĕ 107 млн тенкĕпе танлашать.

Строительство ĕçĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов паллашнă. Хальхи вăхăтра унта вăй хуракансем çул айккисене çирĕплетеççĕ. Объектра 6 техника тата 12 çын тăрăшать. Контракт условийĕпе çула кăçалхи ноябрь уйăхĕнче тирпейлесе пĕтермелле.

Çул-йĕр саракансемпе калаçнă май Р. Ямалетдинов ĕçе пахалăхлă тата графика пăхăнса пурнăçлама каланă.

О. БЕЛЬДЕКОВА.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 мая 2018
09:44
Поделиться