Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Симĕс тирексем шурă "юбка" тăхăннă тейĕн…

Çак кунсенче районта пурăнакансем кашнийĕшех Туçа енче вырнаçнă "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьелĕнчи беконĕ" филиалне каякан çул çинче пулса курайман-тăр. Унтан куллен иртсе çỹрекенсем вара халиччен пулман çĕнĕлĕхпе капăрлăха сăнамасăр юлман пулĕ. Пĕрлешỹ тăрăшнипе вăрман тăрăхĕнчи симĕс тирексем паян пурте салтаксем евĕр çеç мар, шурă "юбка" тăхăннă чиперккесем пек лараççĕ. Пурне те пĕр пек çỹллĕш шуратнă йывăçсем аякранах илемлĕн курăнаççĕ. Пирĕн районти çул хĕррисенче вăрман тăрăхĕсем сахал мар. Пур çĕрте те вĕсене çакнашкал пăхса тăрсан, шуратсан иртен-çỹрене те епле кăмăллă!



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 мая 2018
09:32
Поделиться