Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕ кĕр! кĕрлерĕ

22 мая 2018 г.

Майăн 19-мĕшĕ Сурăмпуç Мучикассинче пурăнакансемшĕн пысăк та чаплă уяв пулса тăчĕ. Кунта кăçал пĕрремĕш хут ял уявĕ иртрĕ. Çакна ял çыннисем хăйсем тахçанах ĕмĕтленнĕ, кĕтнĕ ял варринче хытă çул сарнипе çыхăнтарчĕç. Иртнĕ çул кунта 911 метр çула вĕтĕ чул сарса хăпартнă, хытарнă. Айккинчи тротуар та ял çыннисемшĕн меллĕ. Çул проектне илме тата экспертиза тума килĕренех 4-шар пин тенкĕ пуçтарнă ял çыннисем. Паянхи кун Ленин ячĕллĕ тата Çĕнĕ урамсенче хытарнă çул пурри чылай çăмăллăх кÿрет.

Уява тĕплĕн те чунтан хатĕрленни тÿрех сисĕнчĕ. Кунта вăйă лапамĕ, батутсем илсе килнĕ. Хăнасене тутлă апат-çимĕç, вĕри шÿрпе ас тивме пуян сĕтел хатĕрленĕ, шашлăк сутассине те йĕркеленĕ.

Савăнăçлă мероприятие Крымсарайкка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никоноров уçрĕ. Вăл çул сарас ĕçе пуçаракана Мучикассинче пурăнакан Элĕкри муниципаллă унитарлă предприяти «Аликовское» ертÿçине Юрий Васильева пысăк тав сăмахĕ каларĕ. «Халĕ ялăн сăн-сăпачĕ илемленчĕ, çул пурри пурне те савăнтарать. Кашни килĕрен укçа-тенкĕ пуçтармасăр çак ĕçе пурнăçлаймăттăмăр. Çавăнпа та малашне те пĕр-пĕринпе чăмăртанса, килĕшсе ĕçлесчĕ. Вара пирĕн ял малалла та аталанĕ, ырă ĕçсем те сахал мар тăвăпăр», - терĕ Владимир Вячеславович. Çавăн пекех çак çул сарас ĕçре тÿпе хывнăшăн ял-йыша чунтанах тав турĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Ял уявне район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Валерий Иванов хутшăнчĕç. Вĕсем те кунта пурăнакансене ăшшăн саламларĕç, пуçаруçăсен ĕçне ырласа пысăк ĕçе хутшăннăшăн тав турĕç.

Çемье - çĕршыв тĕрекĕ. Çавна май Петр Петрович асăннă ялти çемье юбилярĕсене палăртрĕ, парнесем пачĕ. Нумай çул пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе пурăнакан мăшăрсен шутĕнче Семеновсен тата Терентьевсен çемйисем пулчĕç. Сцена çине тухнă кашни çын - вырăнти депутатсем Сурăмпуçмучикассисене уявпа саламланă май маттур пулнине палăртса малалла та хастар пулма ырлăх-сывлăх, юрату, килĕшÿ сунчĕç. Кирек епле ял праçникĕ те çамрăккипе аслă çулхи çынсене палăртмасăр иртмест. Ку ялта чи çамрăкки Арсений Васильев пулчĕ, Лидия Макаровна Вадимовăна чи асли пулнине палăртрĕç. Çавăн пекех райпо представителĕ Алина Архипова ялта сĕт парассипе малта пыракансене палăртса парнесемпе чысларĕ.

Юлашкинчен вара уява килнисене вырăнти фольклор ушкăнĕсем тата Чăваш эстрада çăлтăрĕсем илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика