Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Элĕк артисчĕсем - çĕнтерÿçĕсем

22 мая 2018 г.

Республикăри «Трактор тăвакансен культура керменĕ» халăх пултарулăхĕн центрĕнче майăн 19-мĕшĕнче «Чăваш Ен çеммисем» эстрада музыкин фестиваль-концерчĕ иртнĕ. Унта Элĕк, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсенчен тата Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенчен 24 конкурсант хутшăннă.

Конкурс кăтартăвĕсем тăрăх, жюри «Эстрада вокалĕ» номинацире «1-мĕш степеньлĕ лауреат» ятне Элĕкри культура çуртĕнчи вокал ансамблĕн солистне Сергей Иванова панă. Вăл Алексей Шадриков репертуарĕнчи «Тавах сире, атте-анне» юрра килĕшÿллĕн шăрантарнă.

Районти культура çуртĕнчи «Рябинушка» халăх ташшисен коллективĕ Лилия Ефимова ертсе пынипе ачасемпе çамрăксен тата аслисен пултарулăхĕн Пĕтĕм тĕнчери фестиваль-конкурсне хутшăнса 1-мĕш степенлĕ дипломант пулса тăнă. Мероприяти Марий Эл республикинчи Йошкар-Ола хулинчи вырăс академи театрĕнче иртнĕ. Лилия Ефимова ертÿçĕне професси ăсталăхĕшĕн тата педагогика таланчĕшĕн Тав хучĕпе чысланă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика