Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресченĕн акара чун юрлать

15 мая 2018 г.

Çĕрпÿ районĕнчи «Воддорстрой» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче акана тухнă. Ăна агротехника нормативĕнче пăхнă вăхăтра пĕтерессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.
Вĕсен çурхи культурăсене — 3744, кĕрхисене 1077 гектар çинче çитĕнтермелле. Çурхи ĕçсене 13 тракторпа автомашинăна явăçтараççĕ. Акакансем — Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Изосим Романов, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Евдокимов, Николай Яковлев, Алексей Гурьев, Павлов тата Михайлов Александрсем. Валентин Карпов предприятие дизтопливо турттарать.
— Механизаторсем ирхи 5 сехетрех ĕçе пикенеççĕ, каçхи 9 сехет çитеспе уйран анса трактор-машина паркне таврăнаççĕ, — терĕ общество хуçалăхĕн заведующийĕ Виталий Макаров. — Вениамин Петров, Владимир Мартынов, Эдуард Гурьев, Па-вел Степанов уя вăрлăх тата минерал удобренийĕ леçеççĕ.
— Хресченĕн акара чун юрлать, — ĕçсем кал-кал пынăран савăннине пытармарĕ Анатолий Евдокимов тракторист. — Трактор çĕмĕрĕлсе тарăхтармасть, гектар хыççăн гектар акăнать. Тĕрер анинче тин çеç тăпрана урпа варăнтарса пĕтертĕмĕр. Кăнтăрлахи апат хыççăн предприяти Канаш районĕнче тара илнĕ уя урпа акма куçатпăр.
— Хурт-кăпшанкăран сыхланса пĕтĕм вăрлăха хими им-çамĕпе сиенсĕрлетрĕмĕр, — пĕлтерчĕ Анна Павлова агроном. — Çак кунсенче кĕрхисене минерал удобренийĕпе апатлантарса пĕтеретпĕр. Паянхи кун тĕлне çуртрисене 1667 гектар акрăмăр. Вăрлăхпа пĕрле минерал удобренийĕ варăнтаратпăр.
— Вăрлăха химиленĕ çĕрте Юрий Константинов, Эльмира Павлова, Галина Ильина вăй хучĕç. Денис Сергеев, Надежда Егорова, Иван Васильев вăрлăха кондицие лартассишĕн тăрăшрĕç, — каласа пачĕ предприятин иккĕмĕш агрономĕ Анатолий Сергеев.
Вăл тата Аня Павлова, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕскерсем, «Воддорстройра» пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче çеç ĕçлеме пуçланă-ха. Вĕсемшĕн халĕ çĕр ĕçĕнче çĕнĕлĕх пайтах! Иккĕшне те агротехника вăрттăнлăхĕсем кăсăклантараççĕ.
— Кăçалхи çураки çулталăк каяллахинчен нумай енĕпе уйрăлса тăрать, — терĕ обществăн генеральнăй директорĕ Анатолий Федоров. — Акма иртнĕ çулхинчен каярах тухрăмăр. Çĕр пур уйра та харăсах пулса çитмерĕ. Çавăнпа тăпра пиçнĕ уйра — маларах, айлăмра каярах акатпăр. Пирĕн çурхисем пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Акса пĕтерме вунă кун кирлĕ пулать. Малалла вулас... 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика