Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирилл Фролов трасса рекордне çĕнетнĕ

15 мая 2018 г.

Çак кунсенче Мускав облаçĕнчи Вороново ял тăрăхĕнче хăвăрт утас енĕпе йăлана кĕнĕ "Вороново мили" пысăк ăмăрту иртнĕ. Турнира хăвăрт утма юратакансем кăна мар, профессионал спортсменсем те хутшăннă. 2 миля (3 километр) утса тухнă вĕсем. Çак инçĕшне чи малтан парăнтарса çĕнтерỹçĕ ята тивĕçекенни Юхмапа Пăла тăрăхĕнче - Треньелĕнче-_ çуралса ỹснĕ, хăвăрт утас енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, Европа чемпионачĕн финалисчĕ, Раççей чемпионачĕн призерĕ Кирилл Фролов пулнă. Финишра пирĕн ентеш тĕнче рекордне çĕнетнĕ: 11 минут та 41 çеккунтра утса тухнă. Анчах... судья кăтартнă хĕрлĕ карточкăна пула çак вăхăт çумне тата 10 çеккунт хушăннă. Пурпĕр Кирилл пъедесталăн пĕрремĕш картлашки çине тăнă.

Ентешĕмĕре пысăк çĕнтерỹпе чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те ăмăртусенчи кăтартусене çĕнетсе пыма ăнăçу сунатпăр!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика