Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Упрар тăван чĕлхемĕре

Упрар тăван чĕлхемĕре

Ялти ача садĕнче ĕçлекенсем чăваш чĕлхи нихăçан та ан сÿнтĕр, тăван халăхăмăрăн ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăли-йĕркисене малалла аталантарса пырас тесе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шăпăрлансемпе мĕнле кăна уяв ирттерместпĕр пулĕ; “Улах ларни”, “Мăнкун”, “Çăварни”, “Вăййа тухни” тата ыт. те.
Нумаях пулмасть вара И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине халалласа ятарлă эрне хатĕрлерĕмĕр. Аслă Вĕрентекенĕмĕр ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçрăмăр ачасемпе. Чăваш халăхĕ вĕрентĕр, çутта тухтăр тесе нумай тăрăшнă Иван Яковлевич. Çавна май чылай чăваш ялĕсенче, çав шутра пирĕн районта та, шкулсем уçнă. Унта вĕренме пĕрремĕш чăваш букварьне калăплаканĕ те, çĕнĕ алфавитне йĕркелекенĕ те хăех пулнă. Çакăн çинчен ачасем эрнери мероприятисенчен пĕлме пултарчĕç. Çавăн пекех И.Яковлевăн кĕнекисемпе, юмах-халапĕсемпе паллашрĕç. Унăн Халалĕ ачасемшĕн çеç мар, мĕнпур чăваш халăхĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕрне ырă туса, хисеплесе, çемьене хакласа пурăнма вĕрентет вăл. Çакăн пек калаçусем ирттерни ачасен ăс-тăнне, ăнлавне, шухăшлавне аталантараççĕ. Ырăпа усала уйăрма вĕрентеççĕ. Нумай çĕнни, интересли пĕлчĕç вĕсем. 
Уяв садике çÿрекенсене пĕр чăмăра пуçтарчĕ. Вĕсем пурте чăваш тумĕсемпе карталанса чăваш юррисене пĕри тепринчен илемлĕрех шăрантарчĕç. Нумай сăвă янăрарĕ. Аслă ушкăнри Карина Конова хăй чăваш пулнишĕн савăннине пурин патне те çитерме тăрăшрĕ.
Тăван чăваш чĕлхине -
Асаттесен парнине
Упрамашкăн кирлине
Манас марччĕ ĕмĕрне.
Тăван халăх туприне,
Унăн йăли-йĕркине
Упрамашкăн кирлине
Манас марччĕ ĕмĕрне.
Чăваш çĕр-пин юррине,
Çĕр-пин хитре тĕррине
Упрамашкăн кирлине
Манас марччĕ ĕмĕрне.
“Тилĕ тус” юмахĕ та хăйне евĕр илемлĕ калăпланса тухрĕ. Уява Людмила Сергеевна Бараматовапа Наталия Ниловна Николаева воспитательсем йĕркелесе ертсе пычĕç. Евгения Ниловна Капитонова мусăкçă хавхалантарса тăчĕ пĕчĕк артистсене.
Çакăн пек уявсем ирттерни уйрăмах халĕ, чăваш халăхĕ вырăсланса пынă вăхăтра, питех те кирлĕ тата усăллă тесе шутлатпăр эпир, Тăрмăшри ача садĕнче вăй хуракансем.
Пирĕн чăваш чĕлхи пин-пин чĕлхе хушшинче сăваплă пулнине, еплерех илемлĕн янăранине ĕмĕрне те манас марччĕ.



"Ял ĕçченĕ"
11 мая 2018
10:05
Поделиться