Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Инаугураци тĕлне - почта марки

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн инаугураци-не халалланă почта марки тухать. Ун çинче "В.В.Путин 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн ĕçне тытăнать" тесе çырнă. Çавăн пекех Мускав Кремлĕнчи Спасск башнине тата Сенат керменне ỹкерни пур. Номинал хакĕпе 22 тенкĕ тăракан 37х37 мм виçеллĕ почта маркине 252 пин тиражпа кăларнă. Мускав тата Санкт-Петербург хулисем валли тематикăллă конверт тата маркăна çỹретме ятарлă штемпель туса хатĕрлеççĕ. 2012 çулта та В.Путинăн инаугурацине халалланă почта марки пулнă. 15 тенкĕ тăракан марка çинче сăнчăр тата РФ Президенчĕн паллине ỹкернĕ. Çавăн пекех 10 çул каярах. 2008 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче. Дмитрий Медведева РФ Президентне суйланине халалласа номинал хакĕпе 7 тенкĕ тăракан марка пичетлесе кăларнă. Ун çинче ялав тата герб пулнă.

РАÇÇЕЙ ПОЧТИ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
07 мая 2018
08:38
Поделиться