Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мотоблок ĕç техники кăна пултăр

04 мая 2018 г.

Çурхи кунсем çитрĕç ĕнтĕ. Унпа пĕрлех ял çыннин ĕç вăхăчĕ пуçланчĕ. Ялсенче килĕренех мотоблок сасси шавлама тытăнчĕ темелле. Çĕр ĕçченĕ çак техникăпа тĕрлĕ ĕçе пурнăçлать.

Чăваш Республикин Шалти Ĕçсен министерстви граждансене пурте усă куракан çул-йĕр çине мотоблокпа тухма юраманни çинчен асăрхаттарать, мĕншĕн тесен çуркуннехи тапхăртан пуçласа пысăк çулсем çине мотоблокпа тухакансен шучĕ ÿсет. Çитменнине асăннă техника çинче çутă паллисем те çук. Кун пек чухне вара автоçул çине мотоблокпа тухакансем, уйрăмах каçхине, час-часах авари тума пултараççĕ. Прицеплă мотоблок çине тиенсе тухакансем инкеке лекнĕ тĕслĕхсем те сахал мар пулнă. Акă, сăмахран, Чăваш Енри Шалти Ĕçсен министерствин Патшалăх Çул-йĕр инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта мотоблок водителĕсене пула 12 авари регистрациленĕ. Вĕсенче 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 12-шĕ аманнă. Нумаях пулмасть республикăра трасса çинче мотоблок айăпĕпе черетлĕ авари пулнă. Фургонпа ĕç техники пĕр-пĕринпе çапăннă. Кунта водительсем ÿсĕр пулни паллă. Çитменнине, мотоблок прицепĕ çинче водителĕн мăшăрĕ тата ачисем ларнă. Телее, çемье йывăр суранланман.

Районта, телее, кăçал ку енĕпе пĕр авари те регистрацилемен. Çакăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесен мотоблокпа, прицеплă пулсан та, çул çине тухма юрамасть. Унпа пурте усă куракан çул çине тухни йĕркене пăсни шутланать. Ку техника ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă чухне кăна пысăк пулăшу кÿтĕр. Çавăн пекех мотоблока тапратса ĕç вырăнне хăй тĕллĕн çитерме юрамасть. Ăна тепĕр транспорт çине тиесе пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçармалла.

Енчен те ку тĕлĕшпе мотоблок хуçисем çул-йĕр правилисене пăссан вĕсене административлă майпа явап тыттараççĕ - 800-тен пуçласа 1500 тенкĕ таран штрафлаççĕ.

В.ПЕТРОВ,

«Вурнарский» çул-йĕр хăрушсăрлăх

инспекцийĕн начальникĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика