Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешлĕхĕн - çĕнĕ Президент

04 мая 2018 г.

Кăçалхи апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн пайташĕсен ларăвĕ пулса иртрĕ. Пĕрремĕш ыйтупа ентешлĕх ертÿçи В.А.Иванов профессор тухса калаçрĕ. Апрелĕн 21-мĕшĕнче черетлĕ хут ирттернĕ «Элĕк ачи» уява пĕтĕмлетрĕ, унăн çитменлĕхĕсемпе лайăх енĕсене палăртрĕ. Ларура кун йĕркинче сÿтсе явнă ыйтупа О.И.Андреев (Мăн Вылă), В.Ф.Филиппов (Чартак), В.А.Владимиров (Эренар), Н.Г.Капитонов (Тавăт), Ю.И.Семенов (Тавăт) тата ыттисем тухса калаçрĕç.

Ентешсем тĕлпулу уявне ертсе пыракан ĕçне вăтам хак пачĕç. Курма килнĕ Элĕксем палăртса хăварнă çитменлĕхсемпе килĕшсе аталану çул-йĕрне çирĕплетрĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа ентешлĕх Президенчĕ В.А.Иванов çулсеренех хăйне ертÿçĕрен хăтарма хистенине тĕпе хурса ыйтăва кун йĕркине лартма йышăнчĕç.

Ентешлĕх Правленийĕн пайташĕ В.М.Емельянов пурин ячĕпе те В.А.Иванов профессора 22 çул «Элĕк ачине» вăй-хала тата вăхăтне шеллемесĕр ертсе пынăшăн, хăй вырăнне малалла ĕçлесе пыма суйласа хунă кандидата хатĕрленĕшĕн чĕререн тав турĕ.

В.А.Иванов Канаш тата Правлени пайташĕсенче малашне те пулма шантарсах каларĕ.

Икĕ теçетке çул ăнăçлă ертсе пынине кура Владимир Александровича «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн Хисеплĕ Президенчĕ ятне памаллине палăртрĕç. Сĕнĕве пурте ырларĕç, унпа пĕр сасăллă пулса килĕшрĕç.

Виççĕмĕш ыйтупа Владимир Иванов тухса калаçрĕ. Вăл «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн Канашĕн ертÿçи, Правлени председателĕ пулма Мăн Вылă ялĕнче çуралнă Олег Иванович Андреева сĕнчĕ. Тухса калаçакансем унăн шухăшне хирĕçлемерĕç, çирĕплетме ыйтрĕç. Пурте пĕр саслă пулса ăна çирĕплетрĕç. Ун хыççăн ларура çĕнĕрен суйланă ертÿçĕ çумĕсене, Правлени пайташĕсене, ваттисен Канашне йĕркелерĕç тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.

Олег Иванович Андреева вара Элĕк районĕнче пĕлмен çын сахал пулĕ. Унăн пурнăçĕ тÿрремĕнех спортпа çыхăннă. Вăл 1956 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Мăн Вылă салинче çуралнă. Шупашкарти çыхăну электротехникумĕнче пĕлÿ илнĕ тапхăрта хамăр ентеш, РСФСРăн тата тивĕçлĕ тренерĕ Василий Семенович Семенов патĕнче хăвăрт утассипе тренировкăсене çÿреме пуçланă. 1977 çулта СССР спорт мастерĕ, 1983 çулта пĕтĕм тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ пулса тăнă.

1992-2002 çулсенче Шупашкар хулинчи Ленин районĕнчи культура, физкультура, спорт тата çамрăксем енĕпе пай начальникĕ пулнă. Ун хыççăн пĕр вăхăт ЧР Физкультурăпа спорт министерствин вĕренÿпе спорт пайĕнче тĕп специалист-экспертра тăрăшнă. Олимп резервĕсене хатĕрлекен Çĕнĕ Шупашкарти училищĕре спорт енĕпе директорăн çумĕнче тимленĕ. 2008-2010 çулсенче директор пулнă. 2010 çултанпа Е.Николаева ячĕллĕ Олимп резервĕсене хатĕрлекен 8-мĕш №-лĕ спорт шкулĕнче спорт енĕпе директор çумĕнче вăй хурать. Олег Иванович çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раççей категориллĕ спорт суд-йи.

Николай КАПИТОНОВ,

«Элĕк ачи» ентешлĕхĕн пайташĕ.сяч

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика