Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсене саламланă

17 апреля 2018 г.

Иртнĕ кунсенче республикăра шкул волейбол лигин чемпионачĕ вĕçленнĕ. Шупашкарти маунтинбайк центрĕнчи спортзалра чемпионатăн саккăрмĕш сезонĕн суперфиналĕ иртнĕ.
2017-2018 çулсенчи сезонта ăмăртăва 583 команда ?16 пине яхăн ача/ хутшăннă, республика тапхăрĕнче 55 команда вăй виçнĕ.
Волейбол лигин чемпионатне 2009 çултанпа йĕркелеççĕ. Ăмăрту пуçаруçи Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, пĕлтĕр ăна ирттерме 880 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ.
Волейбол лигин чемпионатĕн- че ял командисен хушшинче пирĕн районти Тушкил шкулĕн волейболисчĕсем пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă, кубока тивĕçнĕ.
Хула ушкăнĕсен йышĕнче Шупашкарти 61-мĕш шкулăн хĕрсемпе каччисен командисене çитекен пулман. Икĕ ушкăнĕ те пĕрремĕш вырăнсене йышăнса, суперкубока çĕнсе илнĕ.
Çĕнтерÿçĕсене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чысланă. 
“Аль” ФСК “ДЮСШ” тренерĕ, Тушкил шкулĕнче физкультура вĕрентекен В.Захаров вăйлă та туслă команда хатĕрлеме пултарнă.
“Пирĕн волейболистсем чылай тупăшусенче çĕнтерсе хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Шкул волейбол лигин чемпионатĕнче 2012 çулта иккĕмĕш, 2015-2016 çулхи сезонта виççĕмĕш пулнă Владимир Семенович хатĕрленĕ командăсем. Паянхи чемпионсене илес пулсан, вĕсем футболла, баскетболла выляма та, шывра ишме те кăмăллаççĕ. В.Захаров 1989 çулта кунта тренер-преподаватель ĕçне пуçăннă. Шкул лигин чемпионатĕнче çĕнтерни питĕ пысăк çитĕнÿ пирĕншĕн. Спортсменсенчен кашнинех ылтăн медальсем, ятарлă формăсем, командăна 6 волейбол мечĕкĕ панă”, - терĕ “Аль” ФСК директорĕ Анатолий Кириллов.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика