Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулленех ирттересчĕ

27 апреля 2018 г.

“Аль” ФСК-ДЮСШра Артем Егорова асăнса мини-фут- болла выляссипе уçă турнир иртнĕ. Арçын ачасен ?2004_2005 çулсенче çуралнисем/ ултă команди хутшăннă районти ăмăртăва.
Мероприятие уçнă май, Тă-вай район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ Олег Ломоносов çамрăк футболистсене ăнăçу, малашне те спортпа туслă пулма суннă. Артем Артемьевичăн пиччĕшĕ Роман Егоров, “Аль” ФСК директорĕ Анатолий Кириллов турнира хутшăнма кăмăл тунăшăн тав тунă май, районта физкультура юхăмне аталантарма пысăк тÿпе хывнă, пурнăçран ытла та ир уйрăлнă спортсменсем те яланах асра пулĕç, тенĕ.
Куçса çÿрекен кубока Тăвай шкулĕн команди ?тренер-преподавателĕ Валерий Кузнецов/ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшĕнче тĕмерсем пулнă. Виççĕмĕш вырăнта _ Артем çуралнă Енĕш Нăрваш ялĕнчи футболистсем. Чи ăста вылякансене те па- лăртнă, вĕсен йышĕнче _ И.Кириллов, Н.Михайлов, Д.Лисов.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров, çак тупăшăва йĕркелекенĕ, турнир ирттерессине районти спорт мероприятийĕсен календарьне кĕртме сĕннĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика