Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхем - таса хĕлхем

27 апреля 2018 г.

Тăван чĕлхем - таса хĕлхем

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - чăваш чĕлхи кунĕ, ăна 1992 çултанпа паллă тăваççĕ. Чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнă тата асăннă кун, кăçал чăвашсем пур çĕрте те унăн 170 çулхи юбилейне паллă турĕç.
Çак кун районти вĕренекенсен ушкăнĕ Тă- вайри краеведени музейĕнче пулса, Иван Яковлевпа çыхăннă экспонатсемпе паллашрĕ. Çула май ача-пăча библиотекине те кĕрсе курчĕç. Унта шăпах “Тăван чĕлхем - таса хĕлхем” краеведени сехечĕ пыратчĕ. Унта Тă- вайри, Тăрмăшри, Мучарти шкулсенче пуçламăш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕнчи интереслĕ тапхăрĕсем, пĕрремĕш букварь тата ытти пирки сăмах пычĕ. “И.Я.Яковлев - чă-ваш халăхне çутта кăлараканĕ” электронлă презентаципе те паллашрĕç ачасем. “И.Я. Яковлев пурнăçĕн страницисем” ятлă кĕнекесен куравĕ умĕнче çамрăк вулакансем Иван Яковлевич калавĕсене вуларĕç. Юлашкинчен ăс-тăн вăййинче тупăшрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика