Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем те ăсталăхпа палăрнă

27 апреля 2018 г.

Тăвайсем те ăсталăхпа палăрнă

Чăваш Наци библиотекинче Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа литературăпа музыка хайлавĕсен “Чăваш Ене мухтаса” ятлă халăхсем хушшинчи фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ачасемпе çамрăксен форумне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пултарулăх коллективĕ- сем хутшăннă. Уйрăм конкурсантсем те хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерсе уява илем кÿнĕ.
Фестиваль программи тулли содержаниллĕ те хăйне евĕрлĕхĕпе палăрнă. Тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерÿçĕ- сене палăртнă: литература вулавĕсем (сăвăсем, проза); юрлассипе (вокал, инструментпа каламалли музыка); театр искусстви.
Мероприяти Чăваш Енрен, Раççей регионĕсенчен тата тĕрлĕ çĕршывсенчен (Чехи, Кени, Камерун, Узбекистан, Кыргызстан, Ангола, Конго) килнĕ хăнасенчен пуян пулнă.
“Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕ” хушма пĕлÿ паракан учрежденинчи “Забава” ансамбль юрланине (преподавателĕ Надежда Петрова) тата Софья Иванова пианисткăн (Светлана Глухова) пултарулăхне жюри членĕсем пысăк хак панă, Тăвай енĕн çамрăк артисчĕсем I степеньлĕ лауреатсем пулса тăнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика