Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕнчен - Гран-припе

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Культура, национальнăç тата архив ĕçĕсен министерстви, Тутар Республикин культура министерстви тата Комсомольски район администрацийĕ пĕрле Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕн культурин 6-мĕш фестивальне «Урмай зелида» йĕркелесе ирттернĕ. Унта халăхсен йăли-йĕркине, культурине упраса хăварассишĕн, ăна ăруран-ăрăва вĕрентсе пырассишĕн тăрăшакан пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Авалхипе паянхи юрра-кĕвве пĕрлештерсе вĕсем тĕрĕк халăхĕн юрри-кĕввипе, вăййисемпе туллин паллаштарнă. Асăннă мероприятие Кăркăс Республикинчен, Саха-Якутирен, Мускавран, Санкт-Петербургран, Чĕмпĕр, Пенза облаçĕсенчен, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисенчен тата ытти регионсенчен йышлăн килнĕ. Пирĕн Чăваш Республикинчен вара Елчĕк районĕнчи Патрикелти ансамбль, Муркаш районĕнчи ташă ушкăнĕ тата Элĕкри «Валинкке» халăх фольклор ушкăнĕ хутшăннă. Вĕсем аякран килнĕ артистсене тури чăвашсен юрри-ташшипе паллаштарнă. Çавăн пекех «Валинкке» ушкăнăн ташши- юррине гала-концерт валли суйласа илнĕ. Тĕрлĕ регионта килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем хушшинче Элĕксем çĕнтерÿпе таврăннă. «Валинкке» коллективĕ Гран-при тата 1 степеньлĕ лауреат пулса тăнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 мая 2018
11:18
Поделиться